Тутарстанра уйрӑлакансен шучӗ чакнă, мӑшӑрланакансен шучӗ ӳснӗ
2024 çулăн малтанхи пилĕк уйăх хушшинче республикăра уйрӑлакансен шучӗ палӑрмаллах чакнине тата мӑшӑрланакансен шучӗ ӳснине палӑртаççӗ.
Росстат пӗлтернӗ тăрăх, çак вăхăтра 5 404 мӑшӑр уйрӑлнӑ, ку пӗлтӗрхи тапхӑрпа танлаштарсан 11,2% сахалтарах. Çав вӑхӑтрах мӑшӑрланнисем 6 390-ăн, пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку — 0,7% нумайрах.
Экспертсем улшӑнусене 2024 çула Çемье çулталӑкĕ пулнипе çыхӑнтараççӗ. 2023 çулта ноябрӗн 22-мӗшӗнче Раççей Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ Указа çемьене хӳтӗлес тата çемьен йӑлари хаклӑхĕсене упрас тĕллевпе патшалӑх политикине популяризацилеме хута янӑ.
Унсӑр пуçне психологсем мӑшӑрланас йышăнăва тӗрӗс вăхăтра туни те пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев