Тутарстанра çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗпе çыхӑннӑ конкурса заявкӑсем йышӑнасси малалла тӑсӑлать
Унта 5-11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑнма пултараççӗ.
Конкурса «Я — школьник» мобильлӗ приложенире ирттереççӗ. Хутшӑнас приложение телефон çине куçармалла, ms-edu. tatar. ru е ЕСИА-ан логинпа паролӗпе авторизаци иртмелле. Апрелӗн 14-мӗшӗччен историсенче тухакан викторина ыйтӑвӗсене хуравламалла.
Çавӑн пекех хутшӑнакансен «Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗшӗн çемьепе пӗрле» темӑпа видеоролик ӳкерсе ямалла. Ӗçе «Конкурсы» пая кӗртмелле.
Смартфона июнӗн 30-мӗшӗччен конкурс условийӗсене пурнӑçланӑ хутшӑнакансен хушшинче вылянтарӗç. Çӗнтерӳçӗсене икӗ категорире палӑртӗç: 5-8 тата 9-11 классенче вӗренекенсен хушшинче.
Конкурса ТР Цифра аталанӑвӗн министерстви республикӑн Вӗрентӳпе наука министерствипе пӗрле йӗркеленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев