Тутарстанра хăçан хӗл ларать?
Маларах палăртнă прогноз тăрăх, декабрь Хусанта сивӗ пулать, январь – климат нормисемпе килӗшӳллӗ, февраль – ытти çулхисенчен ăшăрах.
Хусанти федераллă университетăн профессорӗ, географи наукисен докторӗ Юрий Переведенцев Тутарстанра хăçан юр ларасси пирки каланă.
«Нумай çулхи климат нормисене пăхсан Тутарстан Республикин тӗп хулинче юр ноябрӗн 19 – 21-мӗшӗсенче çӗре витмелле. Çак тапхăрта талăкри вăтам температура -5 градусран та анса пырать. Анчах та çулпа çул пӗр мар – ирӗлмен юр декабрь уйăхӗнче кăна ларни те пулкаланă. Хальлӗхе çанталăк ăшă тăнипе юр çăвасси курăнмасть-ха. Пӗтӗмпех Атлантика малашне пирӗн çине еплерех витӗм панинчен килет», – тенӗ профессор.
Маларах палăртнă прогноз тăрăх, декабрь Хусанта сивӗ пулать, январь – климат нормисемпе килӗшӳллӗ, февраль – ытти çулхисенчен ăшăрах.
Енчен те çулталăкăн юлашки уйăхӗ сивӗ пулчӗ-тӗк, декабрьте нумай юр çăвасса кӗтмелле мар. Çапах та хӗл тăршшӗпе юр нормăран кая пулмӗ тесе шантараççӗ метеорологсем.
А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев