Тутарстанра хăна çуртне вырнаçма MAX урлă регистраци иртме пулать
Хусанти чи пысăк отельсенчен пӗри хăнасем валли онлайн-регистраци иртме MAX наци мессенджерӗнче чат-бот хута янă. Кун пирки ТР Туризмпа патшалăх комитечӗ пӗлтерет. Çулçӳревçӗсем хăйсем килмесӗрех пурăнма документсем хатӗрлеме пултараççӗ.
Çӗнӗ сервис темиçе пусăмпа ӗçлет. Отель сайтӗнче номере бронь тунă хыççăн электронлă почтă çине йыхрав килет. Онлайн-регистраци сервисне ссылкăпа куçсан даннăйсене куçарма MAX суйласа илмелле, вӗсене мессенджер «Госуслуги» портал урлă çирӗплетет, ун хыççăн анкетăна отель хăй тултарать. Вырăна çитсен сотрудникăн паспорта тӗрӗслемелли çеç юлать – даннăйсене алăпа кӗртмелле пулмасть.
ТР туризмпа патшалăх комитечӗн председателӗ Сергей Иванов MAX Тутарстан тăрăх çулçӳреве тата меллӗрех тума пулăшнине палăртнă. Хăнасем текех ресепшенра хутсене тултарса вăхăт ирттермеççӗ – пурне те онлайн мелпе мессенджер урлă тума пулать. Хальхи туриста шăпах çакă кирлӗ.
Çулталăк пуçланнăранпа отель çӗнӗ сервиса тӗрӗсленӗ, халӗ унпа пур хăна та усă курма пултарать. Тутарстанри ытти отельсем те çывăх вăхăтра унпа усă курама хатӗрленеççӗ.
MAX майӗсемпе усă курни «Туризм и гостеприимство» наци проекчӗн пӗр тӗллевне – туристсемшӗн цифра сервисӗсене меллӗрех те меллӗрех тума – татса пама пулăшать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев