Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра сăвăрсем вăраннă

Хӗл ыйхинчен вăраннă пӗрремӗш хир сăвăрӗсене (сурки-байбаки) Пӗкӗлме районӗнчи сунар хуçалăхӗн территорийӗнче асăрханă.

Хӗл хыççăн çӗр айӗнчен хуп-хура тухаççӗ вӗсем. Малтан хăйсене тирпейлӗн тасатаççӗ те апат шырама тытăнаççӗ. Çӗнӗ курăк шăтиччен пӗлтӗрхине çиеççӗ. Вӗсен тӗллевӗ халӗ организмри шыв шайне ӳстересси тата йăвине тасатасси, тесе пӗлтерет ТР Биоресурссен комитечӗ.

Хир сăвăрӗ хӗлле чи нумай çывăракан чӗрчун, ултă уйăх ытла тăсăлать вӗсен ыйхи, урăхла каласан август вӗçӗнчен пуçласа март уйăхӗчченех.

(ТР Биоресурссен комитечӗн сайтӗнчи сăнӳкерӗк).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество