Тутарстанра хир сăвăрӗсен «перепиçӗ» пуçланать
ТР биоресурс Госкомитечӗ республикӑра хир сӑвӑрӗсен хисепне шута илме пуçлани çинчен пӗлтерет. Вӑл июнӗн 23-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Специалистсем вӗсен йышне сӑвӑрсем пурӑнакан вырӑнсенче шутлӗç. Малтан ӗçлекенсем карта çинче чӗрчунсем пурӑнакан вырӑнсене палӑртӗç, ун хыççӑн пысӑк тата пӗчӗк сӑвӑрсене шута илӗç.
Тӗслӗхрен, пӗлтӗр ирттернӗ учет кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, республикӑри сӑвӑрсен шучӗ — 19 381. Иртнӗ çулхипе танлаштарсан, чӗрчунсен йышӗ 6 процента ӳснӗ. ТР биоресурс Госкомитечӗ сӑвӑрсен шутне ӳстерес тӗллевпе терлӗ мерӑсем йышӑнать.
Сӑвӑрсем ытларах республикӑн кӑнтӑр-хӗвелтухӑç енче пурӑнаççӗ. Çак чӗрчунсен чи пысӑк колонийӗсем Лениногорск, Павлӑ тата Ютазински районӗсенче вырнаçнӑ. Çавӑн пекех Пӑва районӗнче вырнаçнă историллӗ колонисен территорийӗсенче регион пӗлтерӗшлӗ «Ново-Тинчалинская сурковая колония» тата «Утинская сурковая колония» çутçанталӑк палӑкӗсене туса хунӑ.
ТР биоресурс Госкомитечӗн пресс-службин сăнӳкерчĕкĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев