Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра хӗрлӗ шатрапа чирлекенсен шучӗ ӳсет

2024 çул пуçланнăранпа кăна хӗрлӗ шатрапа республикăра 69 çын чирленӗ. 2023 çулта ку шут – 146, 2022 çулта 1 пулнă.

Тутарстанра хӗрлӗ шатрапа чирленӗ тӗслӗхсем юлашки виçӗ çулта палăраççӗ. Кун çинчен Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçи Любовь Авдонина паян журналистсемпе тӗл пулсан пӗлтернӗ.

Чирлекенсем ытларах Тутарстана килнӗ ют çӗршыв гражданӗсем. Вӗсем пирӗн региона çитичченех чирленӗ пулнă. Хӗрлӗ шатра ернисенчен 60 проценчӗ урăх региона кайсан чирлесе таврăннине калаççӗ, çак 146 çынран  8-шӗ кăна хамăр республикăра çаклатнă.

Чирленисемпе хутшăннă 1662 çынран паянхи кун тӗлне 75 процентне прививка тунă. Санитари тухтăрӗсем чир палăрнă вырăнсенче хастар ӗçлеççӗ-ха, анчах йышăнакан мерăсем çителӗклӗ-ши? Тухтăрсем каланă тăрăх, хӗрлӗ шатраран сыхланас тесен чирлӗ çынсемпе хушăннисене кăна прививка туни çителӗкӗр-мӗн кун пек чух, хӗрлӗ шатра ернӗ çын нумай хваттерлӗ çуртра пурăнать-тӗк, çуртри мӗнпур çынна прививка тумалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество