Тутарстанра «Зарница 2.0» вăййа хутшăнма 30 пин ытла заявка килнӗ
Пӗтӗм Раççейри «Зарница 2.0» çарпа патриотла вăйă Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗнче çӗнӗ форматпа таврăннине, унта хутшăнма заявка кампанийӗ малалла тăсăлнине, яракансенчен хăшӗ-пӗри шкул тапхăрне иртме ӗлкӗрнине «Татар-информ» ТР Раисӗн Пулăшаканӗ, Пӗтӗм Раççейри ачасемпе çамрăксен «Движение Первых» юхăмăн республикăри уйрăмӗн ертӳçи Тимур Сулейманов пӗлтерчӗ.
«Вăййа шкул ачисемпе вăтам професси пӗлӗвне илекен студенсем хутшăнма пултараççӗ. Вăл уйрăм пӗлтерӗшлӗ. Команда вăййи пулнăран питӗ кирлӗ хăнăхусем парать. Сăмахран, пирвайхи медицина пулăшăвӗнче. Эпир ачасене кӗске вăхăтра йывăр лару-тăрура тӗрӗс йышăну тума хăнăхтаратпăр. Унсăр пуçне, ачасем хăйсене, çывăх çыннисене, çемйине тата, паллах, Тăван çӗршыва хӳтӗлеме вӗренеççӗ», – каласа хăварчӗ Тимур Сулейманов.
«Зарница 2.0» виçӗ тематикаллă блокран тăрать. Вӗсене иртсе ушкăнсем хăйсен спорт хатӗрленӗвне, çар хăнăхăвӗсене тата вӗренӳре илнӗ пӗлӳсене тӗрӗслӗç. Хутшăнакансене тăватă çул категорине – 7-10, 11-13, 14-17 тата 18-21 çултисене уйăрнă. Шкулти тапхăрсем пуçланнă пулсан та, заявкăсене уйăх вӗçлениччен йышăнаççӗ. Çӗнтерӳçӗсен муниципалитет, зона, республика тата округ тапхăрӗсене хутшăнӗç.
Кашни команда 10 çынран тăрать, пӗр шкултан темиçе команда та хутшăнма пултарнине, ушкăнра кашнин хăйӗн сăнарӗ: командир, штурмовик, медик, сапер, БПЛА операторӗ, военкор тата политрук пулнине ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Алсу Асадуллина каласа пачӗ. Ун сăмахӗсемпе ачасем вăйăра коллективпа хутшăнма, Тăван çӗршыва юратма вӗренеççӗ. Унсăр пуçне «Зарница 2.0» хальхи вăхăтри условисемпе килӗшсе тăрать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев