Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра «Земский учитель» программăпа хушма конкурс тапхăрӗ пуçланнă

Тутарстан Республикин Вӗрентӳпе наука министерстви «Земский учитель» федераллă программа шайӗнче педагогсем валли хушма конкурс суйлавӗ пуçланни çинчен пӗлтерет. Çак пуçарăвăн тӗллевӗ – ялсенчи, рабочи посёлоксенчи тата 50 пин çын таран пурăнакан пӗчӗк хуласенчи шкулсене квалификациллӗ специалистсене ӗçлеме явăçтарасси.

«Земский учитель» программа 2025 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен «Молодежь и дети» наци проекчӗн «Педагоги и наставники» федераллă проекчӗн шутне кӗрет. Вăл ял шкулӗсенче вӗрентекенсем çитменнипе çыхăннă ыйтăва татса пама пулăшать. Конкурс суйлавӗ урлă тухнă учительсене пӗр хутчен компенсаци параççӗ, вăл 1 миллион тенкӗпе танлашать.  

Суйлав тапхăрӗн вăхăчӗ çапларах:

× Заявкăсене июнӗн 29-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 8-мӗшӗччен йышăнаççӗ;

× Документсен экспертла хаклавӗ: июлӗн 13-мӗшӗнчен пуçласа 15-мӗшӗччен;

× Çӗнтерӳçӗсене июлӗн 16-мӗшӗнчен пуçласа 18-мӗшӗччен палăртаççӗ;

× Претендентсен рейтингне уполномоченнăй орган тата регион операторӗсен официаллӑ сайчӗсенче июлӗн 20-21-мӗшӗсенче пичетлесе кăлараççӗ.

Хутшăнас тесен zemteacher.apkpro.ru порталта июлӗн 8-мӗшӗччен хăвăра кирлӗ вакансипе заявка тултармалла.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Земский учитель