Тутарстанран 3000 ытла çамрӑк фестивале хутшӑнасшăн
Пӗтӗм тӗнчери çамрӑксен фестивальне заявка йышăнас кампани малалла тăсăлать. Унта Раççейрен тата ют çӗршывсенчен 20 пин ытла çамрӑк хутшăнĕ. Раççей Президенчӗн Владимир Путинӑн Указӗпе килӗшӳллӗн фестиваль тӗнчери çамрӑксен пӗрлешӗвне аталантарас тӗллевпе иртет.
Фестиваль 2024 çулта мартӑн 1-мӗшӗнчен пуçласа 7-мӗшӗччен Сочире пулать. Унтан ют çӗршывсенчен хутшӑнакансем Раççей регионӗсене çитсе курӗç. Пӗтӗм тӗнчери çамрӑксен фестивалӗн регионти программи мартӑн 10-мӗшӗнчен пуçласа 17-мӗшӗччен иртӗ. Хутшӑнакансем Раççейри 30 хулана, çав шутра Тутарстан Республикине те, çитсе курӗç.
Паянхи куна Тутарстанран фестивале хутшăнма 3000 ытла заявка килнĕ, волонтер пулма 1500 яхӑн заявка панă. Заявкăсене йышăнса пĕтернĕ хыççăн суйласа илмелли куçӑн тапхӑр иртет, ун пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх республикӑран 250 делегат тата 120 волонтер фестивале хутшăнĕ.
Çитес çул пӗрремӗш хут мероприятие 14 çултан пуçласа 17 çулчченхи çамрӑксем те хутшăнма пултараççĕ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев