Тутарстан Республикинчи ӗç тăвакан влаçран сенатор пулма ТР Президенчӗн аппарачӗн ертӳçин çумне – ТР Президенчӗн Шалти политика департаменчӗн ертӳçине Александр Терентьева явапланă.
Çакăн çинчен калакан Указа Рустам Минниханов ӗнер алă пусса çирӗплетнӗ. Тепӗр Указпа вăл Терентьев вырăнне Рустам Мухарлямова лартнă. Çак вырăна йышăниччен Мухарлямов Шалти политика департаментӗнче ертӳçӗн çумӗ пулса ӗçленӗ. Мускавра Александр Терентьев ХФУ ректорӗ пулса тăнă Ленар Сафин вырăнне йышăнӗ, вăл сенатора каиччен Президент Аппаратӗнче Шалти политика департаментне 9 çул ертсе пынă.
ТР Президент Аппарчӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ
Нет комментариев