Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан пики Алия Карусева «Вице-Раççей Чăваш пики» ята тивӗçрӗ

Декабрӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Раҫҫей чӑваш пики - 2022» фестиваль-конкурс иртрӗ. Тутарстанран харăсах икӗ конкурсантка хутшăнчӗç: Алия Карусева Çӗпрел районӗнчи Алешкин-Саплăк хӗрӗ, Виолетта Николаева Пăва районӗнчи Кипекассинчен. Иккӗшӗ те пултаруллă, чипер, илем конкурсӗсене хутшăнас енӗпе те опытлăскерсем.

«Раççей Чăваш пики – 2022» сумлă титулшăн кăçал 21 хӗр тупăшрӗ. Вӗсем Чăваш Республикин районӗсенчен, Тутарстан, Пушкăртстан республикисенчен, Ульяновск, Тюмень, Пенза облаçӗсенчен тата Санкт-Петербург хулинчен пулчӗç. Кăçалхи конкурс Чăваш наци конгресӗн 30-çуллăхне халалланă юбилейлă мероприятисен программине кӗчӗ, вăл ӗнер, декабрӗн 11-мӗшӗнче Президент бульварӗнче вырнаçнă Чăваш патшалăх филармонийӗнче иртрӗ. Палăртса хăварас килет, малтанхи çултисемпе танлаштарсан, конкурс самай интереслӗрех иртрӗ. Пикесем пултарулăхне тӗрлӗ енлӗн кăтартрӗç. Яланхилле юрă-ташă ăсталăхне сцена çинче илемлӗн кăтартакансемсӗр пуçне Калашников автоматне хăвăрт сӳтсе пуçтаракансем те пулчӗç конкурсанткăсем хушшинче. 

Тутарстанран харăсах икӗ конкурсантка хутшăнчӗç: Алия Карусева Çӗпрел районӗнчи Алешкин-Саплăк хӗрӗ, Виолетта Николаева Пăва районӗнчи Кипекассинчен. Иккӗшӗ те пултаруллă, чипер, илем конкурсӗсене хутшăнас енӗпе те опытлăскерсем. Иккӗшӗ те «Тутарстан Чăваш пики» конкурсăн районти тапхăрӗсен çӗнтерӳçисем пулса республика шайӗнчине хутшăннă. Алия Карусева «Тутарстан Чăваш пики – 2021» ята тивӗçрӗ, Виолетта та тӗп номинанткăсенчен пӗри пулчӗ.

Хальхинче те Тутарстан хӗрӗсем тăван республикăн ятне чыслăн хӳтӗлерӗç. «Тутарстан Чăваш пики» конкурс дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина çулран-çул хатӗрленӳ шайне ӳстерсе пыни питӗ лайăх курăнать, çирӗп ыйтать вăл хӗрсенчен, çын çинче хăйсене сăпайлă та чыслă тытма, сапăр та вашават пулма.  

Хӗрсем кăна мар тăван республикăмăртан пынă куракансем те Тутарстан команди вăйлă пулнине тепӗр хут çирӗплетрӗç. Çӗпрел район пуçлăхӗ Марат Гафаров хăй конкурса килни мӗне тăрать. Тен Чăваш Республикин, ытти регионсенчи районсен пуçлăхӗсем те килнӗччӗ пулӗ, ăна пӗлместӗп. Çӗпрелӗнчен районти культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Зульфат Сагдиев хăйӗн ӗçтешӗсемпе пӗрле хатӗрленӳ тапхăрнех пит активлă хутшăнчӗ, чунтан пăшăрханни сисӗнчӗ. Харпăр предприниматель, ЧНКА активисчӗ Вера Юнусова та Тутарстана сцена çинчен тивӗçлӗ кăтартрӗ. Конкурса хутшăннă кашни пикене алă сехечӗ парнелерӗ, «БлагоДарю» ыркăмллăх фончӗн директорӗн Рузиля Якупован парнисене те çитерчӗ, вӗсем Тюменьпе Пенза хӗрӗсене пулчӗç. Хăй енчен Вера Юнусова Пăва хӗрне Виолеттăна парне турӗ. Çапла пур хӗре те парне айне турӗ кăçал Тутарстан. Урăхла пулаймасть те. Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев ятӗнчен конкурсанткăсене хитре чечек çыххисем парнелерӗç. Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗ ятӗнчен унăн ертӳçи Наталья Николаева конкурсанткăсене пылак çимӗçпе – тортпа сăйларӗ. Хăй килейменччӗ, парнене унăн çумӗ çитерчӗ. Чăваш наци конгресӗ те парнесӗр хăвармарӗ. Çакăн пек вăйлă тӗрев пани, паллах, пирӗн хӗрсене питӗ пулăшрӗ. Алия Карусева « Вице-Раççей Чăваш пики» ята çӗнче илчӗ. Пурӗ те 1 балл уйăрса тăчӗ ăна «Раççей Чăваш пики – 2022» титула йышăннă Анастасия Поркинаран. Тӗрӗссипе, Алия Карусева пӗрермӗш вырăна тивӗçлӗччӗ, конкурс тӗрӗслевӗсенче вăл пӗрре те такăнмасăр  хăйне пур енчен те илемлӗ кăтартрӗ. Анчах Чăваш Республики тӗп титула урăх регионсене парас темерӗ пулӗ. Тӗрӗссипе, малтанласа «Чăваш Республикин пики» конкурса ирттерни кирлӗ, çӗнтерӳçӗ вара «Раççей Чăваш пики» конкурса хутшăнать, капла пурин те çӗнтерме пӗр пек шанăç пулать. Паллах, ку ӗнтӗ Чăваш Республики хăйӗн çӗнтерӳçине курас тенипе пулса пырать.  

Конкурс мӗнле иртни пирки тӗплӗнрех «Сувар» хаçатра çырса пӗлтерӗпӗр.  


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

4

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев