Тутарстанран Хура тинӗс хӗррине канма 650 ача кайнă
Крымри «Сатера» тата Анапăри «Глобус» ача-пăча лагерӗсене республикăран 650 ача канма кайнине пӗлтерет ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби.
«Хура тинӗс хӗрринчи лагерьсенче канни – Тутарстанри ачасемшӗн кӗтнӗ пулăм. Кашни çул тинӗс хӗррине канма республикăран 5-7 пин ача тата çула çитмен çамрăк каять. Эпир вӗсен канăвне май килнӗ таран хăтлă, кăсăклă та хăрушсăр тума тăрăшатпăр», – палăртнă ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков.
Ачасен хăрушсăрлăхне çул çинче медицина ӗçченӗсем, педагогсем тата полици сотрудникӗсем тивӗçтернине те палăртнă министр. Программăна ятарласа ачасем канччăр тесе кăна мар, çӗнӗ пӗлӳ, хăнăху тата уçăмлă туйăмсем илме те туса хатӗрленӗ.
Пӗрремӗш сменăна кайнă ачасем хушшинче – олимпиада, спорт ăмăртăвӗсен, пултарулăх конкурсӗсен çӗнтерӳçисем, республикăри «Без Бергэ» тата «Секреты дружного класса» проектсене хастар хутшăнакансем. Вӗсен географийӗ анлă: Хусан, Çырчалли, Эльмет, Пӗкелме, Анат Кама, Мамадыш, Апас, Кукмор тата ытти районсенчи ачасем.
Лагерьсенче ачасене анлă программа кӗтет – тӗрлӗ енлӗ мастер-классем, тематика квесчӗсем тата интерактивлă вăйăсем. Гражданла-патриотла воспитани парасси çине уйрăмах тимлӗх уйăраççӗ – ачасем Раççейпе Тутарстан Республикин историйӗпе йăли-йӗркисене халалланă тематикăллă тӗлпулусене, дискуссисемпе проектсене хутшăнӗç.
Палăртса хăвармалла, кăçал Хура тинӗс хӗрринчи лагерьсенче Тутарстанран 7 пин ытла ача канать. Вӗсенчен Крымри икӗ лагерьте – «Сатера» тата «Сэлэт Ак Барс» тата Краснодар крайӗнчи икӗ лагерьте – «Глобус» тата «Витязево» 6464 ача, «Артек» тата «Орленокра» 605 ача канӗ, 320 ача çулталăк пуçламăшӗнче канма ӗлкӗрнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев