Тутарстанри çамрăк аннесем хăйсен бизнесне аталантарма 100 пин илме пултараççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри çамрăк аннесем хăйсен бизнесне аталантарма 100 пин илме пултараççӗ

Тутарстанра сентябрӗн 11 – 15-мӗшӗсенче «Анне-предприниматель» проект иртет. Унта хутшăннă çамрăк хӗрарăмсем проект пӗтӗмлетӗвӗпе хăйсен ӗçне аталантарма 100 пин илме пултараççӗ. Проектăн тӗллевӗ – ачаллă çамрăк хӗрарăмсене хăйсен ӗçне уçма пулăшасси.

Проекта хутшăнакан хӗрарăмсем хăйсен ӗçне уçма кирлӗ пӗлӳ илӗç. Вӗрентӳ – тӳлевсӗр. Пилӗк куна тăсăлакан тренинг-интенсив формачӗпе йӗркеленӗ занятисенче ӗçлӗ хутшăнусем тытса пыма та, бизнес-плансем хатӗрлеме те вӗрентӗç. Юлашкинчен çӗнӗ пӗлӳ илнӗ хӗрарăмсен бизнес-проекчӗсен конкурсӗ пулӗ.

Проекта хутшăнас тесен мамапредприниматель.рф сайт урлă регистрациленмелле. «Анне-предприниматель» программăна хутшăнма пултараççӗ:

çул çитмен ача ӳстерекен е декретра ларакан аннесем, çав шутра ача усрава илнӗ хӗрарăмсем, хӗрарăм-опекунсем;

 «Анне-предприниматель» программăна кăçал ытти регионсенче хутшăнман хӗрарăмсем;

хăйне хăй ӗçпе тивӗçтерекен (самозанятые) хӗрарăмсем, НПДпа ӗçлекен харпăр предпринимательсем е ИПсем тытса пыракансем;

тулли мар яваплăхлă обществăн е акционерлă обществăн уставной капиталӗнче пай пуррисем;

предпринимательствăпа аппаланман е ЕГРЮЛ даннăйӗсем тăрăх çулталăкран каярах предприниматель ӗçӗпе ӗçлекен хӗрарăмсем.


Нет комментариев