Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри чăваш çамрăкӗсем Кипрти курултая кайнă

Ку эрнере Çурçӗр Кипрти Турци Республикинче тӗрӗк тӗнчи çамрӑкӗсен 20-мӗш курултайӗ пуçланнӑ, унта 37 тӗрӗк çӗршывӗнчен пӗтӗмпе 87 çамрӑксен организацийӗ хутшӑннă

Ку эрнере Çурçӗр Кипрти Турци Республикинче тӗрӗк тӗнчи çамрӑкӗсен 20-мӗш курултайӗ пуçланнӑ, унта 37 тӗрӗк çӗршывӗнчен пӗтӗмпе 87 çамрӑксен организацийӗ хутшӑнать. Мероприяти сентябрӗн 14-мӗшӗнче Президент комплексӗн территорийӗнче уçăлнă.

Чаплă церемонире тӗрӗк тӗнчин АК партин генеральнӑй вице-президенчӗ Кюршат Зорлу, Демократи партийӗн (YDP) генеральнӑй президенчӗ, обществӑлла ӗçсемпе транспорт министрӗ Эрхан Арыклы Курултая хутшăннисене саламланă. Вăл хăй те çак мероприятире пысăк чыса – «Тӗрӗк тӗнчин орденӗн» хисеп паллин илме тивӗçнӗ. Хăй сăмахӗнче вăл тӗрӗк халăхӗсем ӗмӗр пӗрле пулмаллине палăртнă.

Çамрăксен форумӗн программипе килӗшӳллӗн делегатсем   Лефка-Европа университетӗнче тӗрлӗ сессисене хутшăнаççӗ.

Асăннă мероприятие Чăваш Енри, Тутарстанри, Самар тăрăхĕнчи чăвашсем хутшăнаççĕ.  Делегаци йышĕнче Тутарстанри чăваш çамрăкӗсем те пур. Çавсен хушшинче Дмитрий Мясников, Юлия Еремеева тата ыттисем.

Сăнӳкерчӗк: «Пуринчен малтан» телеграм-каналтан. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура