Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗ ятарлă çар операцине хутшăннисене Çӗнӗ çул парни туса çăм чăлха çыхса парасшăн
Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗ ятарлă çар операцине хутшăннисене пулăшас тӗллевпе акци пуçарнине пӗлтерет – хӗллене ăшă çăм чăлха çыхса пуçтарса парасси. Ун пирки Союз председателӗ Сильвия Чаркина пӗлтерчӗ.
Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗ ятарлă çар операцине хутшăннисене пулăшас тӗллевпе акци пуçарнине пӗлтерет – хӗллене ăшă çăм чăлха çыхса пуçтарса парасси. Ун пирки Союз председателӗ Сильвия Чаркина пӗлтерчӗ.
«Çӗршыври паянхи лару-тăру питӗ хумхантарать. Уйрăмах хӗрарăмсен чӗрине ыраттарать. Мӗншӗн тесен хӗрарăм вăл – мăшăр, анне, арăм, аппа-йăмăк. Мӗн ӗлӗкрен хӗрарăм тăван ачине, упăшкине шăллӗ-пиччӗшне пултарнă таран пулăшма, тӗрев пама тăрăшнă. Эпир те мобилизаципе е контракт çырса ятарлă çар операцине хутшăннă хамăрăн салтаксене пулăшас терӗмӗр. Малтан та Союзра тăракан хӗрсемпе хӗрарăмсем айккинче тăман ку ӗçрен, тӗрлӗ организаци, предприяти шутӗнче гуманитари акцийӗсене хутшăннă. Халӗ вара ятарласа пӗрлешӳре тăракансен ятӗнчен пулăшу акцине ирттересшӗн. Атьсем ан шăнччăр хӗлле, эпир çыхса панă çăм чăлхасем урисене кăна мар чунӗсене ăшăттăр, инкек-синкекрен сыхлатăр. Пирӗн чун ăшшин те туйччăр», – терӗ Сильвия Николаевна.
Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗ акцие Çӗнӗ çул умӗн ирттерсе Çӗнӗ çул парни те тăвасшăн. Ку акцие пурте хутшăнма пултараççӗ. Çыхнă çăм чăлхасене районсенче ял администрацине пырса памалла, вӗсем хăйсен енчен Чăваш наципе культура центрӗсен председателӗсемпе çыхăну тытса гуманитари пулăшăвне пӗр çӗре пуçтарӗç.
Хусанта пурăнакансем чăлхасене Хусанти Павлюхин урамӗнче, 57 çуртра вырнаçнă Туслăх Çуртне, чăваш пӳлӗмне (314 пӳлӗм, 3 хут) пырса пымалла.
Союзăн активлă пайташӗ Зоя Бултыкова чăлха çыхма пуçларӗ те ӗнтӗ.
Ирина ГОРДЕЕВА.
Т.Салихова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев