Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри интернет-трафик Пушкăртстанран, Самарпа Чулхула облаçӗнчен ытларах

2022 çулăн пӗрремӗш çур çулӗнче Тутарстанри мобильлӗ çыхăну абоненчӗсем 481 000 Терабайт интерстен трафикпа усă курнă. Çакăн çинчен ведомствон çур çулхи коллегийӗнче ТР цифра аталанăвӗн министрӗн çумӗ Альберт Якупов пӗлтернӗ.

«2022 çулăн пӗрремӗш çур çулӗнче Тутарстанри мобильлӗ çыхăну абоненчӗсем 481 000 Терабайт интерстен трафикпа усă курнă, çакă Тик-Токра 6,5 млрд ролик пăхнипе танлашать. Тутарстанри пӗр çын пуçне 1600 ролик тивет. Çак хисеппех пысăк пахалăхлă форматлă 240 млн кинофильмпа танлашать – пӗр çын пуçне 61 кинофильм тивет» - тесе пӗлтернӗ вăл.

Яковлев сăмахӗсемпе, Тутарстанра 7,82 миллион ӗçлекен сим-карта пур. Çакă республикăра пурăнакансенчен икӗ хут нумайрах. Туянакан симкӗсен çулталăкри ӳсӗмӗ 4 процент пулнă. Мобильлӗ интернет-трафикпа усă курасси 19 процента ӳснӗ.

Тивӗçтерекен услугăсен пахалăхне упраса хăварас тесе çыхăну операторӗсем лартнă база станцийӗсене тăтăшрах лартма тăрăшаççӗ. 4G станцисен шучӗпе Тутарстан Атăлçи федераллă округри мӗн пур регионран иртет.

Тутарстанри кил-çурт хуçалăхсенчен 81 проценчӗ  сарлака полосаллă интернетпа çыхăнă. Республикăра проводлă интернет абоненчӗсем 1,13 миллиона çитнӗ. Пӗлтӗрхи кăтартупа танлаштарсан, ӳсӗм 3,7 процент пулнă. Çав вăхăтрах халăх çыхăну япăх тесе икӗ хут сахалтарах ӳпкелешнӗ. Апла пулин те, çул çинчи çыхăну пур çӗрте те аванах мар. Ку тӗлӗшӗпе пӗтӗм оператор хастар ӗçлет. Пӗрремӗш çур çулта Тутарстанра 866 база станцийӗ вырнаçтарнă.

Тата Цифра аталанăвӗн министерствин тӗллевӗнче – çакăнса тăракан çыхăну провочӗсене çӗр айӗпе ярасси тăрать. Çак ӗçе пурнăçа кӗртсе кăçаллăха 177 километр проводсенчен çур çулта 22 процентне çӗр айне чавса кӗртнӗ.

Республика цифровикӗсемшӗн кибератакăсен шучӗ ӳсни пысăк тӗрӗслев пулса тăнă. Енчен те пӗлтӗр республикăн официаллă сайчӗсене 72 пин хут тапăннă. 2020 çултипе танлаштарсан, ку чӗрӗке ытларах. Кăçал вара вӗсене 410 пин хут атакăланă. Çав вăхăтрах, хăш-пӗр атакăсем 14 пин адресран пулса иртнӗ, пӗр вăхăтра вӗсем çеккунтра 1 Гбит хăватпа пынă.

Кăçалхи мартăн 14-мӗшӗнчен ТР Президенчӗн Рустам Миннихановăн хушăвӗпе кибератакăсене хирӗç кӗрешмелли штаб йӗркеленӗ, вăл Тутарстанри чи пысăк 70 предприятире ӗçлет.
Константин Малышев хатӗрленӗ
ТР Цифра аталанăвӗн министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев