Тутарстанри Канаш ялӗнче «Кӗрхи сăра» пулчӗ
4-мӗш хут иртекен уява Çемье çулталăкне халалланăччӗ. Ятне «Кӗрхи сăра» тесен те, йăла-йӗркене чӗртессине мар, ытларах çитӗнекен ăрăва тăван культурăпа, ытти чăвашсемпе паллаштарассине тӗпе хунăччӗ.
Тури Услон районӗнче чăваш ялӗсем иртнӗ ӗмӗрӗн пуçламăшӗнче кăна йӗркеленнӗ-ха, чăвашсем кунта Апас районӗнчен куçса тӗпленнӗ иккен. Канаш ял хутлăхӗ вара 1928 çулта йӗркеленнӗ. Виçӗ ялтан тăракан ял хутлăхӗ хальлӗхе чăвашлах калаçать-ха, ытларах ӗнтӗ аслă тата вăтам çултисем. Шел, уявра ача-пăчапа çамрăксем нумай пулсан та манпа тăван чӗлхепе калаçаканнине тӗл пулаймарăм. Ялта шкул та çук. Çамрăк ăру тăван чӗлхене манса пынипех ӗнтӗ йӗркелӳçӗсем чăваш уявне ирттерме шутланă. (Уяв мӗнле иртнине, туриуслонсене камсем саламланине «Сувар» хатăн 35-мӗш номерӗнче вулăр).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев