Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри Кăвак кӳлӗсем патне кӗртме чараcшăн

Хусан çывăхӗнчи Кăвак (Голубое) кӳлӗсене сыхласа хăварас тӗллевпе малашне çынсене вӗсен территорине çӗрлене кӗртме чарас шутлă.

 Çутçанталăк тӗлӗнтермӗшӗ шутланакан Кăвак кӳлӗсен шывӗ юлашки вăхăтра улшăнма тытăннă. Вараланнипе тата драйверсем тӗпне пăтратнипе сенкер тӗсӗ шупкаланнине палăртаççӗ экологсем. Юлашки вăхăтра ку тăрăха шыва кӗрсе канма килекенсем шутсăр нумайланнă. Кăвайт чӗртме юраманнине пӗлсе тăрсах шашлык ăшалаççӗ, хăйсем хыççăн купи-купипе çӳп-çап хăвараççӗ, шывах пăрахакансем те пур. Çавăнпах ӗнтӗ кӳлӗсене тепӗр 10 çула та пулсан сыхласа хăварас тӗллевпе çынсене ӳлӗмрен унта курма кăна кӗртесшӗн.

 — Заказниксен территорине çуркунне – çулла тата кӗркунне – хӗлле вăхăчӗсенче çынсене çӗрлехи вăхăта кӗртме чарма планлатпăр. Вăл май уйăхӗнчен каçхине 22 сехетрен пуçласа ирхине 5-ччен, сентябрьтен каçхине 18 сехетрен пуçласа 8-ччен пулӗ. Чару ытти вăхăтра  пулмасть-ха хальлӗхе. Çӗнӗлӗх шыва кӗрессине те пырса тивӗ. Малашне ку кӳлӗсенче ятарласа уйăрнă вырăнсенче кăна шыва кӗме юрӗ, — тенӗ ТР Чӗрчунпа ӳсен-тăран тӗнчине сыхлакан управленийӗн ертӳçи Ринат Чиспияков.

Çакăнпа çыхăннă Положение вӗсем РФ Çутçанталăк министерствине ярса панă. Енчен те унта ырласан, кирлӗ процедурăсене ирттерсен 2024 çулта ТР Министрсен Кабинечӗ йышăнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество