Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри культура учрежденийӗсем интернетра пысӑк ӗҫ илсе пыраҫҫӗ

Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа Тутарстанри 500 культура учрежденине ҫыхӑнтармалла

Пандемине пула онлайн-контент тӑвасси кирлӗ пулса пырать. Аудитори кӑсӑкланнине пула Тутарстанри культура учрежденийӗсем интернетра пысӑк ӗҫ илсе пыраҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен культура министрӗ Ирада Аюпова пӗлтернӗ. 

"Иртнӗ ҫулхи пурнӑҫ кӑтартрӗ, цифровизаци ыйтӑвӗсем, ҫав шутра культурӑра та, приоритетлӑ пулса тӑчӗҫ. Ҫав вӑхӑтра эпир технологи тӗлӗшӗнчен цифра хутлӑхӗнче туллин ӗҫлеме пултарайманнине асӑрхарӑмӑр. Ҫакӑ уйрӑмах ял хутлӑхӗсене пырса тивет",– тенӗ вӑл.

2021 ҫулхи тӗллевсен шутӗнче ялсенчи 500 клуба пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа ҫыхӑнтарасси. 

Министр палӑртнӑ тӑрӑх, пандеми вӑхӑтӗнче культура учрежденийӗсем трансляциленӗ онлайн-контент хӑйӗн  эффективлӑхне кӑтартнӑ, вӑл малашне анлӑ аудиторипе ӗҫлемелли  инструмент пулса тӑма пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев