Тутарстанри Патшалӑх услугисен порталӗнче коронавирусран прививка тума ҫырӑнма пулать
Кун ҫинчен ТР Цифра аталанӑвӗн министерстви пӗлтерет
Вакцинаци иртме черете тӑрас тесен, порталӑн пуҫламӑш страницинче «Бесплатная вакцинация от Covid-19» баннер ҫине пусмалли е «Запись к врачу» услугӑна суйласа илмелле. Ҫакӑн хыҫҫӑн прививка тӑвас текен сервисӑн формине тултарать. Унта ОМС полисӗн номерне ҫырмалла, унтан сӗннӗ вӑхӑтлӑх слотсенчен перне суйласа илмелле.
Прививка тума «Услуги РТ» приложени урлӑ та ҫырӑнма пулать.
Портал урлӑ вакцинаци тума ҫырӑнма ҫын пурӑннӑ вырӑнти медицина учрежденийӗсене ҫеҫ ҫырӑнма пулать. "Енчен те сирӗн адресӑрпа ҫыхӑннӑ больницара хальлӗхе ҫак процедурӑна тумаҫҫӗ-тӗк, эсир вакцинацине ҫырӑнаймастӑр",– тесе асӑрхаттарнӑ ведомствора.
Вакцинӑн ҫӗнӗ дозисем республика больницисене килсе пынӑ май Covid-19-тан тумалли прививкӑна илмелли поликлиникӑсен шучӗ те ӳссе пырӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев