Тутарстанри профсоюз ӗçченӗсен йышӗ Раççейре чи пысăккисенчен пӗри
Республика ку кăтартупа çӗршывра 3-мӗш вырăнта
ТР Патшалăх Канашӗнче Пӗтӗм Раççей Патшалăх учрежденйӗсемпе обществăлла тивӗçтерӳ ӗçченӗсен профсоюзӗн Тутарстан Республикинчи организацийӗн 32-мӗш отчетпа суйлав конференцийӗ иртрӗ. Унăн ӗçне 92 делегат хутшăнчӗ.
Тутарстанри профсоюз ӗçченӗсен йышӗ Раççейре чи пысăккисенчен пӗри. Кун çинчен ТР Парламент пуçлăхӗ те каларӗ. Патшалăх учрежденийӗсемпе обществăлла тивӗçтерӳ профсоюзӗн ӗçченӗсем – министерствăсемпе ведомствăсен сотрудникӗсем – 28 отрасль, 41 пин ытла ӗçчен. Ку кăтартупа çӗршывра 3-мӗш вырăнта Тутарстан.
Пухăннисене ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин саламларӗ, ТР Раисӗ делегатсен ячӗпе янă салама вуласа пачӗ. Фарид Хайруллович иртнӗ пилӗк çуллăх, 2020 – 2025 çулсем профсоюз организацийӗсемшӗн чăн-чăн тӗрӗслев пулнине палăртса пандемие, пирӗнпе туслă мар çӗршывсен экономика санкцийӗсене, СВОна аса илчӗ. Апла пулин те профсоюз ӗçченӗсем çак тӗрӗслеве чыслăн чăтса ирттерни, хуть мӗнле лару-тăрура та ӗçлекен çыншăн тăрăшни çинчен каларӗ.
Конференци ӗçне Пӗтӗм Раççей Патшалăх учрежденийӗсемпе обществăлла тивӗçтерӳ ӗçченӗсен профсоюзӗн председателӗн çумӗ Ольга Шелобанова хутшăнчӗ, Тӗп комитет ятӗнчен саламларӗ. Ольга Викторовна Тутарстанри ӗçтешӗсен ӗçне мухтаса калаçрӗ, кунти уйрăм председательне Ольга Калашникована хастар пулнăшăн ырларӗ.
Конференцире делегатсем сăмах илсе хăйсен пилӗк çул хушшинче тунă ӗçӗсем çинчен каласа пачӗç.
Ӗçлекен халăх интересӗсене хӳтӗлессипе уйрăлса тăнисене наградăсем парса чысларӗç.
Сăнӳкерчӗк ТР Патшалăх
Канашӗн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев