Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри шкул ачисен 97 процентне вӗри апатпа тивӗçтернӗ

ТР Вӗрентӳпе наука министерствинчен пӗлтернӗ тăрăх, 2021 çултан пуçласа 2023 çул таранччен федераллă бюджетран кӗçӗн класра вӗренекен ачасене апатлантарма 3 миллиард тенкӗ уйăрнă, республика бюджетӗнчен - 2,5 миллиард тенкӗ

Пӗлтӗр 1-4 классенчи пӗр шкул ачине çитерме 53,41 тенкӗ уйăрнă пулнă, тесе палăртнă ачасен хушма вӗрентӗвӗн уйрăмӗн начальникӗ.
Шкул апатланăвне хакланă май, ашшӗ-амăшӗсем пӗлтӗр вӗри апатсем сивӗнни пирки кăмăлсăр пулнă, кӗçӗн классене апатлантарас менюра яшка пулманни пирки тата хăш-пӗр шкулсенче буфет продукцийӗ, пирожкисем çукки пирки. Унсăр пуçне ачасене ирхи тата кăнтăрлахи апат валли сахал вăхăт уйăрни тарăхтарнă, çавăн пекех аш-какайран тата полуфабрикатсенчен хатӗрленӗ апатăн пахалăхӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев