Тутарстанри шкулсемпе колледжсем электронлă дипломсемпе аттестатсем парас эксперимента хутшăнаççӗ
Октябрӗн 1-мӗшӗнчен декабрӗн 31-мӗшӗччен вара çак реестра туллин ӗçлеттерме пуçламалла.
Тутарстанри шкулсемпе колледжсем электронлă дипломсемпе аттестатсем парас эксперимента хутшăнаççӗ.
Пирӗн республикăран унта Çырчалли хулинчи 4№ вăтам шкул, Хусанти 12№ гимнази, 10№ тутар-вырăс шкулӗ, Хусанти энергетика колледжӗ, суту-илӳпе экономика техникумӗ, Анат Камăри Лемаев ячӗллӗ нефтехимипе нефтепереработка колледжӗ, Мамадышри политехника колледжӗ тата Мензединскри ял хуçалăх техникумӗ хутшăнма кăмăл тунă.
Эксперимент виçӗ тапхăрпа иртет: мартăн 15-мӗшӗнчен пуçласа сентябрӗн 30-мӗшӗччен цифрăллă документсене формăлас тата вӗсене Патшалăх услугисен порталне кӗртес механизма ӗçлесе çитересшӗн (1-мӗшпе 2-мӗш тапхăр), октябрӗн 1-мӗшӗнчен декабрӗн 31-мӗшӗччен вара çак реестра туллин ӗçлеттерме пуçламалла.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев