Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри студентсен отрячӗсем çулла 16 пин ытла çамрăка ӗçе вырнаçтарӗç

Чылай çул хушши çамрăксене ӗçпе тивӗçтересси регионти çамрăксен политикин чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗсенчен пӗри пулса тăнине «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров пӗлтернӗ.

Июнӗн  1-мӗшӗ тӗлне 4120 çынна ӗçе вырнаçтарнă та  ӗнтӗ, вӗсенчен çурри промышленность предприятийӗсенче ӗç тупнă. Июль-август уйăхӗсенче тата 11956 хутшăнакана ӗçе вырнаçтармалла, çав шутра Раççейри 35 ытла регионтан 3317 яхăн студента.

Çамрăксем опытлă вӗрентекенсен ертсе пынипе ӗçлеççӗ – çакă  çамрăксене ӗçе хăнăхма, йӗркене пăсасран сыхланма пулăшать. Вӗсем валли тӗрлӗ ваканси пур: официантсем, вожатăйсем, рабочисем, вокзалсенчи дежурнăйсен помощникӗсем. Пурне те  килӗшӳ туса официаллă майпа ӗçе вырнаçтараççӗ. Вакансисене республикăри студентсен ӗç отрячӗсен центрӗн сайтӗнче тупма пулать, республикăри 23 районта студентсем валли ӗç вырăнӗ пур.

2026 çулхи февраль уйăхӗнче «Камский Артек» ача-пăча центрӗнче Раççейри студент отрячӗсен пӗрремӗш мультиформатлă «СО.Здание» уçлăхӗ ӗçлеме пуçланă.  Июнӗн 11-мӗшӗнче Хусанта çакăн пек тата икӗ площадка хута кайнă.

Кăçал çуркунне профобучени программисемпе 2895 çынна 70 специальноçа вӗрентнӗ. Çулталăк вӗçлениччен пурӗ 6 пин ытла çамрăк çӗнӗ ӗç профессийӗ илме тивӗç.

Тӗп проектсем: «Алабуга»  ятарлă экономика зонинчи строительство тата производство, пӗтӗм Раççейри «КАМАЗ» тата  Элмет районӗнчи «Призвание» отрядсем. Вӗсенче 4420 яхăн çын ӗçлет.

Халăхсен хушшинчи çыхăнусем те аталанаççӗ: Тутарстанран 9 студент Египетра «Эль-Дабаа» АЭС («Росатом» проекчӗ) тунă çӗре хутшăнать, тепӗр 26 çын Беларуссире стажировка иртет. Вӗсен 8 студенчӗ Элмет  районне «АльМедик» медицина отрядне ӗçлеме килет.

Раççейри студент отрячӗсем професси вӗрентӗвӗн программисене 2021 çултанпа ирттереççӗ. Çак хушăра çӗршыври тӗрлӗ регионти 170 пин ытла студент кирлӗ ӗçе алла илнӗ, çакă вӗсене квалификациллӗ специалистсем пулма май туса парать.

Раççей кунӗнче Хусанта студент отрячӗсен çуллахи сезонне уçрӗç. Республикăра вӗсен ӗçне Тутарстан Республикин Çамрăксен ӗçӗсен министерстви «Молодежь и дети» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе килӗшӳллӗн йӗркелесе пырать.

ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: трудоустройство минмолодежи студенческий отряд