Тутарстанри вӗрентӳ учрежденийӗсенче 27 пин ытла ют çӗршыв çынни вӗренет
Ют çӗршывсенчен вӗренекенсем Тутарстана пуринчен ытла Туркменистанран, Узбекистанран тата Таджикистанран килнӗ.
Тутарстанри вӗрентӳ учрежденийӗсенче 27 пин ытла ют çӗршыв çынни вӗренет. «Ют çӗршывран килнисенчен ытларах пайӗ аслă шкулсенче вӗренет – 22 пин çын. Шкулсенчен 1-мӗш класран пуçласа 11-мӗшчен 3,2 пин ача пӗлӳ илет, 500-е яхăн – колледжсемпе техникумсенче, 800 ытла – ача садне çӳрет», – тесе пӗлтернӗ журналистсене ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Рамис Музипов.
Вăл каланă тăрăх, ют çӗршывсенчен вӗренекенсем Тутарстана пуринчен ытла Туркменистанран, Узбекистанран тата Таджикистанран килнӗ. Вӗсенчен Раççейре юлса малалла вӗренес, кайран ӗçлес текенсем те пур.
Рамис Музипов каланă тăрăх, Хусанта шкула вӗренме кӗме вырăс чӗлхине еплерех пӗлнине палăртмалли теста 245, Çырчаллинче – 64, Анат Камăра 40-е яхăн ача хутшăннă.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев