Тутарстанри халăхсен йăлана кӗнӗ уявӗсем пуçланаççӗ
Тутарстанра пурăнакан халăхсен йăлана кӗнӗ праçникӗсем хăçан тата ăçта иртесси паллă.
ТР Культура министерствин пресс-службинчен пӗлтернӗ тăрăх, уявсем çапларах йӗркепе иртеççӗ:
Майăн 26-мӗшӗнче — «Каравон» — вырăс культурин праçникӗ, Лайăш районӗнчи Никольски ялӗнче иртет;
Июнӗн 15-мӗшӗнче — «Семык» — марисен уявӗ, Мамадыш районӗнчи Аслă Шия ялӗнче иртет;
Июнӗн 23-мӗшӗнче — тутарсен республика шайӗнчи «Сабантуйӗ» Хусанта иртет (районсенче маларах);
Июнӗн 29-мӗшӗнче — «Гырон быдтон» — удмуртсен уявӗ, Менделеевски районӗнчи Енабердино ялӗнче иртет;
Июнӗн 30-мӗшӗнче — «Валда шинясь» — мордва культурин уявӗ, Теччӗ районӗнчи Кильдюшевăра иртет;
Июлӗн 5-мӗшӗнче — «Иван Купала» — славян праçникӗ, Ешӗлвар хулинче иртет;
Июлӗн 6-мӗшӗнче — «Уяв» — чăвашсен праçникӗ, Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче иртет;
Июлӗн 13-мӗшӗнче — «Питрау» — крешӗнсен уявӗ — Мамадыш районӗнчи Зюри ялӗнче иртет.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев