Вăрмансене тасатма пуçланă
Республикăра апрелӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 20-мӗшӗччен «Экологическое благополучие» наци проекчӗн шайӗнче «Чистые леса Татарстана» çутçанталăка сыхлакан акцин çурхи тапхăрӗ иртет. Кун пирки ТР Вăрман хуçалăхӗн министерствин пресс-служби пӗлтерет.
«Республикăри вăрман пуянлăхне упраса хăварасси – пирӗн пӗрлехи тӗллев. Çулсерен иртекен «Чистые леса Татарстана» акци вăрмансенче санитари лару-тăрăвне лайăхлатнисӗр пуçне, çутçанталăкшăн тăрăшакан çынсене пӗрлештерет. Пӗлтӗр 30 пин çын хутшăннипе вăрмантан 800 кубометр çӳп-çап илсе тухнă, çавăн пекех 5,2 пин кубометр типӗ тăпрапа йăваннă йывăçа (валежник) çӗрме пухса купаланă», – палăртнă ТР вăрман хуçалăх министрӗн пӗрремӗш çумӗ Ильгизар Зарипов.
Акци шайӗнче вăрмана çӳп-çапран, типӗ тăпраран тата хăрăк туратсенчен тасатӗç, унсăр пуçне республикăри вăрман хуçалăхӗн ӗçченӗсем вăрмансенчи аншлагсене, информаци щичӗсене тата кану вырăнӗсене юсаççӗ. Акцие хутшăнма кăмăл тăвакансене пурне те чӗнеççӗ.
«Чистые леса Татарстана» акцин кӗрхи тапхăрне сентябрӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа ноябрь уйăхӗн 14-мӗшӗччен ирттерме палăртнă.
Сăнӳкерчӗк minleshoz.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев