Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутиелӗнче йӗлтӗрçӗсем ăмăртрӗç

Паттăр ентеше, ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă Владимир Захарова халалланă мероприятие.

Кăрлач уйăхӗ. Урамра чăн-чăн хӗлле. Пăва районӗнчи Тутиел ялӗнче ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă ентеше Владимир Владимирович Захарова асăнса йӗлтӗрçӗсен ăмăртăвӗ иртрӗ. Унта ял халăхӗ, Тури Лашчи шкулӗнче вӗренекенсем, чӗннӗ хăнасем хутшăнчӗç…

Лапка-лапка юр çăвать. Кăпăшка юр пӳртсем çине, йывăçсем çине ӳкет. Тавралăх шурă тумпа витӗнет. Урамра пӗр чӗптӗм çил те çук. Юмахри пек илемлӗ кун. 1991 çулхи кăрлач уйăхӗн 24 -мӗшӗнче çуралнă  та ӗнтӗ пирӗн ентеш Владимир Захаров. Пӗчӗккӗлех спортпа туслăччӗ вăл. Вова питӗ лăпкă, йăваш, сăпайлă ачаччӗ. Вӗренӳ енӗпе отличник марччӗ вăл, анчах шкулта иртекен тӗрлӗ мероприятисене, ăмăртусене хаваспах хутшăнатчӗ. Шкул шайӗнче çеç мар, районта, республикăра иртекен йӗлтӗрçӗсен ăмартăвӗнчен те çӗнтерӳçӗ пулса таврăнатчӗ…

Ăмăрту пуçланиччен митинг иртрӗ. Ăна Пăва район администрацийӗн спорт уйрăмӗн пуçлăхӗ А.З.Габайдуллин уçрӗ. Вăл Владимир Захаровăн ашшӗ-амăшне мухтава тивӗçлӗ ывăл ӳстернӗшӗн тав турӗ. Çакăн пек ăмăртăва кашни çулах ирттермелли çинчен каларӗ.

Вовăн аппăшӗ Оля: «Шăллăма манманни мана савăнтарать. Ял халăхне сума суса килнӗшӗн тавах. Мӗн тăвас тетӗн, кӗске ӗмӗрлӗ пулчӗ çав шăллăм. Пирӗн вара малаллах пурăнас пулать», – терӗ вăл. Тăван çӗр-шывшăн пуç хунă ентеше пурте пӗр минут шăп тăрса асăнчӗç. 

 Унтан йӗлтӗрçӗсем старта тухрӗç. Ăмăртăва вăтăр ытла йӗлтӗрçӗ хутшăнчӗ. Пăва районӗнчи шкулсемсӗр пуçне Чăваш Республикинчи Патăрьел тăрăхӗнчи йӗлтӗрçӗсем те килсе çитрӗç. Спонсорсем – «Авангард» тулли мар яваплăхлă общество, Вадим Андреев (ăмăртăва йеркелекенӗ), Анатолий Андреев, Андрей Андреев, Гульнара Усманова, пӗрле вӗреннӗ юлташӗсем – пулăшнипе парнесемпе Мухтав хучӗсем те хатӗрленӗ. Спортсменсене тата чӗннӗ хăнасене вӗри чейпе, кукăль-пӳремечпе хăналарӗç.

Ман шутпа, тутиелсем тӗрӗс çулпа пыраççӗ, мӗншӗн тесен ăслă тата вăйлă çынсем çеç патриот пулма пултараççӗ. Тепӗр енчен, пирӗн паттăррăн пуç хунă ентешсене яланах асра тытмалла. Малашне те çакăн пирки манас марччӗ.

Лариса АНДРЕЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев