Тухъя
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн экс-ертӳçине коррупципе çыхӑннӑ пӑтӑрмахшӑн явап тыттарасшӑн
Чăваш халăх сайчӗ пӗлтернӗ тăрăх (https://www.chuvash.org/news/33364.html), пултарулӑх коллективне 2018 çулхи юпа уйӑхӗнчен 2020 çулхи ака уйӑхӗччен ертсе пынӑ арçын артистсенчен преми ыйтнӑ. Укçа хуçалӑхра усӑ курма кирлӗ тесе ӗнентернӗ. Çапла вӑл 105 пин ытла тенкӗ ыйтса илнӗ.
Артистсене дисциплина енӗпе явап тыттарассипе, соло номерсем памассипе, тухса çӳресе концерт кӑтартнӑ чухне илсе каймассипе хӑратса та 32,5 пинрен пуçласа 44,5 пин тенкӗ таран сӗтев ыйтнӑ. Кун пек вӑл 155 пин тенкӗ ыйтса илнӗ.
2019 çулхи утӑ-раштав уйӑхӗсенче пӗлӗшӗпе суя килӗшӳ тунӑ, унта лешӗ 15 тухья хатӗрлесе пама пулнӑ. Ӗçшӗн 149 пин тенкӗ тӳленçи тунӑ. Анчах тухьяна урӑх çын йӳнерехпе хатӗрлесе панӑ.
Ансамблӗн экс-ертӳçине суд 6 çуллӑха çирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗмен.
2019 çул вӗçӗнче Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗн халăх инструменчӗсен оркетсрӗн музыканчӗсене саккунсăр ӗçрен кăларса яни пирки Шупашкарта суд пулнă. Ансамбль администрацийӗ штатсене чакарас ӗçре йăнăшсем тунипе Ленин районӗн сучӗ музыкантсене каялла ӗçе тавăрнă. Ун чухне кун пирки обществора пысăк шăв-шав çӗкленнӗччӗ.
«2016 çултанпа ансамбль пурнăçӗнче негативлă улшăнусем пулса иртме пуçларӗç, вӗсем коллективăн профессиналлă ӗçӗ-хӗлӗ çине Культура министерстви енчен компетенцисӗр витӗм кӳрӗннипе пулса иртеççӗ. Вуншар çул пухăннă еткерлӗхе аркатасси пуçланнă, – тесе çырнă пулнă ун чухнехи Раççей Патшалăх Думин депутачӗ Олег Николаев ансамбль хутне кӗрсе республика Пуçлăхӗ ячӗпе янă çырура. – Структурăна реорганизацилес сăлтавпа пултарулăх ӗçченӗсене штатсене чакарасси çинчен калакан уведомленисем параççӗ. Опытлă, тава тивӗçлӗ ертӳçӗсем вырăнне пачах компетенцисӗр çынсене лартаççӗ, вӗсем çӳлте ларакан пуçлăхсем хушнипе йӗркесӗр реорганизаци ирттереççӗ».
Халӗ ак суд патне çитрӗмӗр. Скандал кăмăлсăр япала, уйрăмах ентешсемпе çыхăннă пулсан.
«Çыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах асӑнса хӑварнӑ çулсенче ансамбле Алмаз Якупов ертсе пынӑ. Хальхи вăхăтра вăл Лайăш районӗнчи культура управленийӗн начальникӗ пулса ӗçлет.
Веçех ăнланмалла пек, анчах пӗр ыйту кăна канăç памасть – Чăваш Республикин юрăпа ташă артисчӗсем мӗншӗн виçӗ çултан кăна тавăру çулӗ çине тăни. Тухйисен тенкисем тутăха пуçланă-ши? Тен, кам-тăр хушнă вӗсене çапла тума?
Сăнӳкерчӗк ch-ansamble21.ru сайтран
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев