Пуринчен те ытларах заявка Советски, Приволжски, Кировски районсенчен килнӗ
Mӗн пур тытайнӑ йытта специалистсем вакцинацилесе дегельминтизаци ирттерсе стерилизацилеҫҫӗ, унтан каялла тытнӑ вырӑна кӑларса яраҫҫӗ.
Заявкӑсене +7(843)222-04-44 номерпе хӑварма пулать. Хӗрӳ лини талӑкӗпех ӗҫлет, канмалли кунсемсӗр.
Шӑнкӑравсене робот йышӑнать, вӑл сасӑ сигналӗ хыҫҫӑн шӑнкӑравлаканран ятне калама ыйтать тата хуҫасӑр чӗрчуна ӑҫта курнине тӗплӗн пӗлтерме ыйтать.
Йышӑннӑ мӗн пур пӗлтерӗве Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх комитетне ҫитереҫҫӗ, унтан ку ыйтупа ӗҫлекен ятӑрлӑ организацине.
Нет комментариев