Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тыл ветеранне саламларăмăр

Аслă Çӗнтерӳ 80 çул тултарнă уяв кунӗсенче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков тата ялти Ветерансен канашӗн председателӗ Геннадий Карсаков ялти пӗртен-пӗр сывă тыл ӗçченне Нина Семеновна Казаковăна Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнӗ ятпа килне кайсах саламларӗç.

Килнӗ хăнасем Нина Семеновнăна Çӗпрел район пуçлăхӗн Марат Гафаров ятӗнчен асăнмалăх парне, чечек çыххи пачӗç, Тутарстан Республикин Раисӗн Рустам Миннихановăн тыл ӗçченӗ ячӗпе тав туса çырнă çырăвне вуласа пачӗç.

Кăçал август уйăхӗнче 95 çул тултаракан Нина Казаковăна ял хутлăхӗн представителӗсем тата нумай çул пурăнма çирӗп сывлăх, телей, вăрăм ӗмӗр, канăçлă та лăпкă пурнăç сунчӗç. Çапла пултăрччӗ!


 
Геннадий КАРСАКОВ,
Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Ветерансен канашӗн председателӗ. 
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 80-летие Великой Победы