Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тюмень облаçӗнчи чăвашсем Пӗтӗм Раççейри «Бичурин вулавӗсем: истори, культура тата чăвашсен тӗнӗ» наукăпа практика конференцине ирттереççӗ.

Вăл ноябрӗн 26-мӗшӗнче Тюмень хулинчи Облаçри чăваш культурин центрӗнче онлайн-меслетпе пуçланать. Иккӗмӗш кунне конференци Тобольскри музей-заповедникăн наука библиотекинче тăсăлать. Çак кун мероприятие хутшăнакансем ученăйăн асăну хăми умне чечексем хурӗç.     

Конференцире Никита Бичурина Раççей, тӗнче шайӗнчи хӗвелтухăç тӗпчевçи-ученăй пек хак парӗç. Унăн тӗпчеври еткерлӗхне В.В.Николаевăн, И.Я.Яковлевăн, Н.И.Ашмаринăн тата ытти ăсчахсен ӗçӗсемпе танлаштарӗç. Унсăр пуçне таврапӗлӳçӗсемпе тӗпчевçӗсем Тӗмень облаçӗнчи пурнан вырăнсен чăвашла ячӗсен историне те тишкерӗç, Уралпа Çӗпӗр регионӗнче чăваш чӗлхипе культура пуянлăхне упраса аталантарассине те пăхса тухӗç. Халăх истоийӗ, культури, чӗлхе лексики, этнопедагогика, фольклор, халăх промыслисем, авалхи юрăсем те конференцине хутшăнакансен – ученăйсем, филологсем, этнографсем, фольклористсем, музыковедсем, культурологсем, искусствоведсем, лингвистсем, аспирантсем, преподавательсем, учительсем, таврапӗлӳçӗсем, шкул ачисемпе студентсем, культура учрежденийӗсен специалисчӗсем, наципе культура автономийӗсен представителӗсем – тимлӗхӗнче пулӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев