Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

"Угаслов Конгресран кайсан, вӑл арканма тытӑнать..."

Ку сӑмахсене эпир Чӑваш Наци Конгресӗн Аслӑ Пухӑвне хутшӑнакан чылай ҫынран илтрӗмӗр. Паллах, экономика тӗревӗсӗр паян кирек хӑш общество организацине те йывӑр.

Телее, Николай Угаслов ниҫта та каймасть Конгрессран. Пушшех те. Вице-президент вырӑнӗнче юлса вал организаци президиумне тата темиҫе сумлӑ ҫынна – ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене – кӗртме хистерӗ. Вӗсем пурте Валерий Клементьева шанса панӑ ӗҫре пулӑшса пырӗҫ.

Пӗтӗмӗшле илсен, съездра интрига пулмарӗ, сасӑлав альтернативӑсӑр иртрӗ тесен те йӑнӑшмӑпӑр. Анчах та Устав тӑрӑх, альтернатива пулмаллах. Ҫавӑнпа Валерий Клементьев кандидатурине хирӗҫ Анатолий Ухтияров хӑйӗн кандидатурине юри тенӗ пек тӑратрӗ. Вал иртнӗ съездра Николай Угаслова суйланӑ чухне те ҫапла тунӑччӗ. Апла пулин те уншӑн 14 ҫын сасӑлакан тупӑнчӗ. 

Николай Угаслова ҫав должноҫрах юлма ыйтакансем нумайӑн пулчӗҫ, анчах та вӑл Президентран тухма ӗнер кӑна йышӑну туман ахӑр, ҫамрӑксене ҫул парасшӑн пулчӗ. 

"Валерий Клементьев манӑн кандидатура, эпӗ съездран ӑна тӗрев пама ыйтатӑп", – терӗ Угаслов. Ӑна ҫынсем итлерӗҫ. 

Суйлав процедури вӗҫленсен Николай Федорович хӑй ҫийӗнчи шупӑрне хывса Конгресӑн ҫӗнӗ Президентне тыттарчӗ. "Ҫакна ҫӗтӗличчен тӑхӑнса ҫӳремелле пултӑр",– терӗ. 

Конгресӑн Мӑн Канашне малтан 85 ҫынран суйлама пӑлӑртнӑччӗ, съездра унта тата 10 ҫынна хушрӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев