Уяв ячӗпе, аннесем!
Паян, ноябрӗн 30-мӗшӗнче, кашниншӗн чи юратнă уявсенчен пӗрне – Анне кунне – паллă тăватпăр.
Паян, ноябрӗн 30-мӗшӗнче, кашниншӗн чи юратнă уявсенчен пӗрне – Анне кунне – паллă тăватпăр. Çӗр çинчи чи хаклă çыннăмăрсене саламлатпăр çак кун. «Сувар» хаçат Анне кунне халалласа «Юратнă аннепе» фотоконкурс ирттерет. Аннепе пӗрле ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗксене хаçатăн «ВКонтактери» тата Телеграмри ушкăнӗсенче кăларса пыратпăр. Шел, сăнӳкерчӗксене пурне те хаçатра пичетлеме май çук, эсир вӗсене пирӗн социаллă сетьсенче пăхма, сасăлама пултаратăр, хаклă вулакансем.
Сăнӳкерчӗкре эсир Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрелӗнче пурăнакан Ольга Владимировна Петуховăпа унăн ывăлне Александра куратăр. Александр чăн-чăн хӳтӗлевçӗ, СВО ветеранӗ. Акă мӗнле сăмахсемпе саламлать вăл амăшне: «Анне пире çaра ăсатса ярать, кӗтсе те илет. Анне кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатăп, телей, çирӗп сывлăх сунатăп».
Конкурса паян, Анне кунӗнче, каçхине 21.00 сехетре пӗтӗмлететпӗр, çӗнтерӳçе пӗлтеретпӗр. Хăвăра килӗшнӗ сăнӳкерчӗксемшӗн çав вăхăтчен сасăлама юрать. Уяв ячӗпе сире, хаклă аннесем!
Пирӗн вулакансен янă саламсемпе паллашма сӗнетпӗр.
Элмет районӗнчи Патраклăри Ирина Кириллова саламлать:
«Тăван шăллăмăн ырă кăмăллă та маттур хӗрне Елена Викторовна Макаровăна (сăнӳкерчӗкре вăл Виолета хӗрӗпе) Анне кунӗпе саламласа çирӗп сывлăх, хӗрӳ юратупа пысăк телей сунатăп. Мана яланах хисеплесе пулăшса тăнăшăн тав тăватăп».
Пăва районӗнчи Пӳркел ялӗнче пурăнакан Ольга Бутылкинăна çывхарса килекен Анне кунӗпе ывăлӗсем – Матвей тата Арсентий, хӗрӗсем Анастасия тата Ева саламлаççӗ.
Çарăмсан районӗнчи Акрель ялӗнче пурăнакан Елена Васильевна Макаровăна Светлана хӗрӗ, Антон тата Кирилл ывăлӗсем саламлаççӗ:
«Юратнă аннеçӗм, сана Анне кунӗпе саламлатăр! Ялан сывлăхлă, телейлӗ тата савăçлă пулма сунатпăр! Эпир сана питӗ хытă юрататпăр. Кăмăлу ялан ырă пултăр, тутусенчен çепӗç кулă кайма ан пӗлтӗр. Чунунта ялан çутă та лăпкă туйăмсем çеç хуçаланччăр. Тавтапуç сана пуриншӗн те, аннеçӗм. Сывлăх тата иксӗлми кун-çул сунатпăр сана».
Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкар ялӗнче пурăнакан Людмила Ивановна Ильдуловăна виçӗ ывăлӗпе икӗ хӗрӗ саламлаççӗ:
«Анне питӗ хастар, тăрăшуллă тата ырă кăмăллă çын пирӗн. Ятарлă çар операцийӗ тытăннăранпа салтаксем валли гуманитари пулăшăвӗ пухса ăсатать. Нумаях пулмасть аттепе анне ялти салтак валли мотоцикл ăсатрӗç, эпир те шăллăмпа иксӗмӗр юлас темерӗмӗр, кашни пӗрер мотоцикл туянса фронта патăмăр. Пирӗн çемьерен панă 3 мотоцикл салтаксене питӗ пулăшасса шанатпăр. Салтаксем кăна мар, вӗсен амăшӗсем те савăнчӗç çакăн пек пысăк парнешӗн.
Юратнă аннене Анне кунӗпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр. Тавах, анне, пире çуратса ӳстернӗшӗн!»
Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкел ялӗнче пурăнакан Наталья Яшмурзинăна Анне кунӗ ячӗпе ывăлӗсем – Кирилл, Данила тата Егор – саламлаççӗ, телей, çирӗп сывлăх сунаççӗ.
Чăваш Енри Елчӗк тăрăхӗнче пурăнакан Наталья Вячеславовна Судаковăна ывăлӗ Георгий саламлать:
«Кашни ачана амăшӗн юратăвӗ кирлӗ. Манăн анне питӗ пултаруллă, маттур, илемӗ хӗрарăм. Кулинари – пирӗн пӗрлехи хӗрӳ туйăм, чӗресене савăнăçпа тултаракан пултарулăх пӗрлешӗвӗ! Анне, эпӗ сана юратни чикӗсӗр. Çывхарса килекен уяв ячӗпе, хаклăскерӗм!»
Элмет районӗнчи Патраклăри Культура çурчӗн ӗçченӗсем Юлия Николаевна Утнюхинăна саламлаççӗ:
«Хамăр ялти фольклор ушкăнне Юлия 2010 çултанпа çӳрет. Юрлама та, ташлама та пит ăста. Унăн хӗрӗ Ольга та амăшӗнчен кая мар. Анне кунӗпе вӗсене чун-чӗререн саламлатпăр, малалла та çапла маттур пулма сунатпăр».
Аксу районӗнчи Илешни ялӗнче пурăнакан Евдокия Мироновна Ильгузинăна ачисем, мăнукӗсем тата кӗçӗн мăнукӗсем саламлаççӗ:
«Январь уйăхӗнче пирӗн анне 96 çул тултарать. Ырлăх-сывлăх, вăрăм ӗмӗр сунатпăр юратнă çыннăмăра. 4 хӗр, 3 ывăл çуратнă пирӗн анне. Сахал мар йывăрлăхне тӳснӗ. Анне кунӗ ячӗпе!»
Çарăмсан районӗнчи Акрель ялӗнче пурăнакан Алевтина Васильевăна ывăлӗсем Артем, Иван, Матвей тата хӗрӗ Галина саламлаççӗ:
«Анне кунӗ ячӗпе саламласа çирӗп çывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр».
Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗнче çуралнă Людмила Сергеевна Одиноковăна Анне кунӗпе ывăлӗ Богдан саламлать.
Надежда Львовăна ывăлӗпе хӗрӗсем тата мăнукӗ саламлаççӗ:
«Пирӗн анне Чистай районӗнчи Анат Кăтрата ялӗнче пурăнать. Анне кунӗпе ăшшăн саламлатпăр!»
Алина Алексеевна Александровăна ывăлӗ Ваня саламлать:
«Юратнă анне Елчӗк районӗнче аптекăра нумай çул ӗçлет. Манăн анне çепӗç, вашават, сăпайлă, ӗçчен. Эпӗ ăна юрататăп, хисеплетӗп.
Анне пурри вăл – пирӗн телей. Маншăн аннерен хакли, пахи никам та çук».
Чăваш Енри Елчӗкре пурăнакан Татьяна Юрьевна Григорьевăна хӗрӗ Майя саламлать:
«Эпӗ аннене питӗ хытă юрататăп. Вăл тӗнчере чи хитри, чи лайăххи. Унран çывăх çын çук та пулӗ маншăн çак пурнăçра. Вăл пире питӗ юратса ӳстерет. Тутлă апат пӗçерсе çитерет, пӳрт-çурта тирпейлет. Анне пирӗншӗн ялан тăрăшать, пире лайăх çын пулма вӗрентет.
Аннеçӗм, эсӗ манăн тӗнчере пӗрре. Уяв ячӗпе сана!»
Çӗпрел районӗнчи Аслă Aксу ялӗнче пурăнакан Людмила Валерьевна Петруковăна хӗрӗ Софья саламлать:
«Пирӗн анне ӗçчен те ырă кăмăллă çын. Вăл пире уроксем тума пулăшать, ырă çын пулма вӗрентет. Аннене уяв ячӗпе саламлатăп. Çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр сунатăп. Анне, эпир сана питӗ юрататпăр!»
Евгения Кожеманова амăшне – Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан Зоя Константиновна Тузована саламлать:
«Аннемӗр 84 çулта. Сăнӳкерчӗкре тăватă ăру (анне, унăн хӗрӗ, мăнукӗ тата мăнукӗн ачи) ларать. Пирӗн анне аттепе 9 ача (7 хӗр, 2 ывăл) çуратса ӳстернӗ, панхи куна унăн 23 мăнук тата 3 кӗçӗн мăнук. Уяв ячӗпе саламлатпăр!»
???
«Хаклă аннесене çитес Анне кунӗ ячӗпе саламлатпăр! Манăн анне – Елена Николаевна Нестерова – пуян çын – унăн 5 ача тата 3 мăнук. Пăва районӗнче Хирти Кушкăра почтăра ӗçлет. Хуняма – Ирина Николаевна Шурбина – манăн иккӗмӗш анне. Пăва районӗнчи Рункă шкулӗнче ачасене вӗрентет. Унăн икӗ ача тата 6 мăнук.
Юратнă аннесем! Ялан сывлăхлă, телейлӗ тата савăнăçлă пулма сунатпăр. Тавтапуç сире. Эпир сире хытă юратпăр».
Аксу районӗнчи Федоровский ялӗнче пурăнакан Наталия Ильинична Артемьевăна 3 ывăлӗ, 3 хӗрӗ, 10 мăнукӗ, 15 кӗçӗн мăнукӗ, 1 кӗçӗн мăнукӗн хӗрӗ саламлаççӗ:
«Чи хаклă та юратнă аннене, асаннене, кукамая Анне кунӗ ячӗпе саламлатпăр! Çирӗп сывлăх тата вăрăм кун-çул сунатпăр».
Конкурса Анне кунӗнче, ноябрӗн 30-мӗшӗнче, каçхине 21.00 сехетре пӗтӗмлететпӗр, çӗнтерӳçе пӗлтеретпӗр. Хăвăра килӗшнӗ сăнӳкерчӗксемшӗн çав вăхăтчен сасăлама юрать. Уяв ячӗпе сире, хаклă аннесем!
Сăнӳкерчӗксем конкурса хутшăнакансен харпăр архивӗсенчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев