Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Уяв пики – 2024» конкурсра Анна Искендерова çӗнтерчӗ

Чăвашсен Уявӗ пӗр çул та хӗрсен «Уяв пики» конкурсӗсӗр иртмест. Чăннипех илем кӳрет вăл республика праçникне, çак конкурс пыракан сцена патне халăх яланах йышлă пуçтарăнать. Кăçал акă вăл «Тутарстан Чăваш пики» конкурсăн директорӗ С.Н.Чаркина йӗркеленипе 16-мӗш хут иртрӗ. Мероприятие «Аталан» пӗрлешӗвӗн хастарӗ, Хусанти энергетика университетӗнче вӗренекен пултаруллă чăваш каччи Дмитрий Мясников питӗ те килӗшӳллӗ ертсе пычӗ.

Ултă пике – Ксения Иванова (Нурлат районӗ, Киклӗпуç), Лика Кашкарова (Хусан), Валерия Павлова (Пăва районӗ, Раккасси), Анастасия Пашкова (Чăваш Ен, Йӗпреç округӗ, Пучинке), Софья Тихонова (Элкел районӗ, Сиктӗрме) тата Анна Искендерова (Çӗпрел районӗ, Аслă Аксу) – хутшăнма кăмăл тунă хальхинче. Хӗрсен куракансемпе жюри умӗнче виçӗ тӗрӗслев витӗр тухма тиврӗ: малтан хăйсемпе паллаштарчӗç, унтан хăйсен пултарулăхне кăтартрӗç, юлашкинчен вара сцена çине хăйсен асламăш-кукамăшсен арчинчи тумпа тухрӗç – ун пирки каласа пачӗç.

Пикесене хаклакан жюри – Нурлат районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Галина Терентьева, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн çумӗ Вера Александрова, «Уяв пики – 2023» конкурс çӗнтерӳçи Анна Иванова тата «Тутарстан Чăваш пики – 2023» конкурс çӗнтерӳçи Анастасия Алексеева – конкурса пӗтӗмлетме кайнă хушăра, маларах пикесем конкурссене хатӗрленнӗ вăхăтра сцена çине Данила Зайцев, Вероника Никонорова, Зоя Никифорова тата Семен Леонтьев тухса куракансене илемлӗ юрă-кӗвӗпе савăнтарчӗç. 

Конкурса Уявăн пысăк сцени çинче пӗтӗмлетрӗç. Кунта вара «Уяв пики – 2024» ята кам илнине чăтăмсăррăн кӗтекен халăха чăваш эстрада çăлтăрӗ Алексей Московский юрласа ташлаттарчӗ. Тинех жюри пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарас самант çитрӗ. Çапла вара Софья Тихонова «Сăпайлă пике» номинацие тивӗçрӗ. 3-мӗш вырăна – «Сарпике» номинацие – Ксения Ивановăпа Лика Кашкарова, 2-мӗш вырăна – «Маттур пике» номинацие – Валерия Павловăпа Анастасия Пашкова тивӗçлӗ пулчӗç. «Уяв пики – 2024» титула вара пуринчен нумай балл пухса Анна Искендерова çӗнсе илчӗ. Маттур!

Йӗркелӳçӗсем конкурса ирттерме пулăшнăшăн партнерсемпе спонсорсене – Тутарстан Республикинчи Халăхсен ассамблейине, Халăхсен Туслăх Çуртне, Чăваш наципе культура автономине, «Сувар» хаçат редакцине, Чăваш хӗрарăмӗсен союзне, предпринимателе В.М.Юнусовăна, «Гектор двери» суту-илӳпе производство пӗрлешӗвне тата Çӳлту районӗнчи ЧНКЦ ертӳçине И.Н.Чугуновăна тав тăваççӗ.

Сăнӳкерчӗксене галерейăра пăхма пултаратăр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев