Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Уяв сăнӗсем

Иртнӗ шăматкун Кама леш енчи чăвашсемшӗн «Уява» кăларса янипе асра юлчӗ

 

 

 Кăçал Республикăн чăваш наци культурин уявӗ Çарăмсанра иртнипе Кама леш енчи ентешӗмӗрсем çеç мар, Тутарстанăн ытти вырăнӗсенче пурăнакансем, Пушкăрт, Чăваш республикисенчен, Самара, Оренбург, Ульяновск облаçӗсенчен ушкăнăн-ушкăнăн пуçтарăннă йăхташăмăрсем. 4850 çын хутшăннă анлă Уявшăн Çарăмсанăн «Сабантуй» стадионӗ хӗсӗкрех туйăнатчӗ малтанах, анчах килнӗ хăна валли кашнине меллӗ палатка, сцена  хатӗрленӗ. Пурте хăйне ирӗклӗн туйрӗç. Пӗр округрах пурăнсан та пӗр-пӗринпе, пӗр-пӗрин пултарулăхӗпе тата ăçта курса паллашăччӗç-ха? Халăх музыка инструменчӗсен ăсти Николай Фомиряков Шупашкартан килнӗ. Хăмăшран ăсталанă шăхличсене кам Уявăн савăнăçлă саманчӗсем çинчен асăнса пурăнма туянать, кам хăй те кăсăкланать. Çинех тата Николай Андреевич калакан хитре кӗвве ытараймасăр туянакансем те тупăнчӗç.

Уявра Çӗпрелсен делегацийӗ те йышлă пулчӗ. Çӗнӗ Упирен Наталья Куракова Мария хӗрӗпе пирӗнтен инçерех те инçерех юлса пыракан асаннесен-кукамайсен ал ӗçне аса илтерсе пир тӗртсе кăтартрӗç, мастер-классем ирттерчӗç. ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Людмила Сердцева ертсе пыракан «Хӗлхем» ансамбль «Юрла чăвашла», «Ташла, чăвашла» сцена çинче «çунтарчӗ». 

Самара енчен килнӗ ентешӗмӗрсем те сахалăн марччӗ. Шунтал районӗнчи Чăтăрла ялӗнчен юрлакансем те, ал ăстисен ӗçӗсене кăтартакансем те пурччӗ. Çанталăк улшăнасран хăрамасăр Уява шкул ачисене илсе килнине уйрăммăн палăртса ырламалла. Тахçан чăвашсем пуçарса янă ял халь вырăсланнă ӗнтӗ, апла пулин те никӗсленӗ наци çыннисен культрипе, йăли-йӗркипе паллашни çамрăксен ăс-хакăлӗшӗн пӗлтерӗшлӗ.

 Юрий Ивановичпа Татьяна Иннокентьевна Рыбаковсем те Чăтăрларан. Вӗсем йывăçран ăсталанă питӗ илемлӗ,  хăйне евӗр савăт сапа кӳрсе илнӗ тата... Тата самай пысăк чиркӳ макечӗ. Ăна хыртан хатӗрленӗ. Чăтăрла чиркӗвӗ çакăн пек пулнă иккен. Анчах совет саманинче, тӗнпе кăра кӗрешнӗ çулсенче ăна аркатнă. Юрий Иванович сăнӳкерчӗке кӗрсе юлнă пайӗпе усă курса, ыттине интернетра шыраса тупса чиркӗве «пухнă».

Наци уявӗсенче капăрлăх сутакансем, наци тум-юмне туянакансем нумай.  Çарăмсан «Уявӗнче» те чăваш наци капăрлăхӗсем, паллах, хальхи вăхăтри «тенкӗсемпе», суйласа илме ирӗкчӗ. Шупашкартан килнӗ «Паха тӗрӗн» кӗписем,«Шевлен» чăваш орнаменчӗсемпе илемлетнӗ футболкисем питӗ чечен курăнаççӗ. Тăхăнса пăхса туянакансем черетпех тăраççӗ.

Наци уявӗсене ятарлă палăртмалла. «Уявра» Нурлатран килнӗ волонтерсем чăн-чăн çарпа патриотизм куравӗ йӗркеленӗ – дронсем те пур, ачасене лартса ярăнтармалли «танкӗ» те хатӗрех, уйрăм çын усă крмалли хӗç-пăшала та тытса пăхма юрать.

Çарăмсансем те фронтри тăванӗсене, юлташӗсене, хамăрăн салтаксене мобилизаци пуçланнăранпах пулăшаççӗ. «Малтанах эпир 22 çынччӗ, халӗ самай сахаллантăмăр», – пăшăрханса каласа парать Валентина Пыжикова ветеран. Валентина Александровна «Уявра» та ӗçсӗр тăмасть – салтаксем валли шлем çийӗнчен тăхăнмалли маскировкăллă калпаксем çыхать.

Африкăна, Ятарлă çар операцине контракт çырса каяс текенсене Раççей Çарӗн представителӗсем йышлăнма хатӗр пулчӗç, ыттисенчен уйрăмрах тăрать вӗсен ятарласа лартнă палатки.

Уявăн пресс-конференцийӗнчех хăнасене хуплупа хăналама пулчӗç çарăмсансем. Каланă сăмаха тытрӗç – виçӗ сехет пӗçернӗ техӗмлӗ шăршă саракан сӗтеклӗ хуплăва çур сехетрех валеçсе пӗтерчӗç. ТР Раисӗ Рустам Минниханов та астивсе курчӗ чăвашсен авалхи йăлран пыракан кукăле.

Çак вăхăтра стадион тулашӗнче тӗтӗм мăкăрланса тăчӗ, таврана кăвар çинче пиçнӗ ашăн шăрши сарăлчӗ. Шашлăк пӗçерекенсем икӗ рет тăрса тухнă – калăн, «Уявпа» парлельлӗ шашлăк фестивалӗ иртет.

Пролог хыççăн стадион хăй еккипе «пурăнчӗ» : сцена çинчен чăваш çăлтăрӗсен юрри-ташши – ЧР халăх артистки Августа Уляндинăпа унăн «Ярды» ушкăнӗ, фольклорпа эстрада ансамблӗ «Çавал» (ертӳçи Лилия Прокопьева, Анатолий Музыкантовăн  «Сувар» тата «Суварята» ташă ансамблӗсем, Анжелика Еремеевăн «Ӗмӗт» ушкăнӗ  – илтӗнсе тăчӗ. Стадионра спорт вăййисем хӗрсе пычӗç – акатуйри пек юпа çине улăхса парне илеççӗ, ал вăйне виçекенсем пӗр-пӗрне парăнасшăн мартахçанччен тытăçаççӗ. Чи тӗлӗнтерекенни вара 66 хутчен кире пуканӗ çӗкленӗ илемлӗ хӗрарăм пулчӗ. Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Йӗлмелӗнчи  пӗтӗмӗшле вăтам пӗлӳ паракан шкул директорӗ Марина Колесникова пулчӗ ку маттур атлетка. Çаплах Марина Ивановна физкультура вӗрентекенӗ те. 32 çул шкул ачисене хăй екех спорта юратма вӗрентет.  

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Национальные праздники