Уява Руç тӗне кӗнӗренпе 1035 çул çитнине халаллаççӗ
Июлӗн 29-мӗшӗнче Алексеевскинче чан сассин «Алексеевские презвоны – 2023» фестивалӗ иртет
Фестиваль чан çапакансене Раççейпе Беларуçăн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен пухать: Хусан, Мускав, Санкт-Петербург, Минск, Гомель, Феодоси, Псков, Муром, Сергиев Посад, Ижевск, Çырчалли, Чистай тата ыттисем.
Йăла тăрăх, вырăс православи культурин фестивалӗнче халăх промыслисен «Маçтăрсен хули» ярминкке те пулӗ, сцена ăстисем те юрă-ташăпа савăнтарӗç. Фестиваль программине çар техникин куравне те кӗртнӗ. Фестиваль 10:00 сехетре пуçланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев