Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Уява тӗплӗн хатӗрленсе ирттересшӗн

Ӗнер Элкел районӗнчи Сиктӗрмере 2023 çулхи Уява хатӗрленесси пирки пӗрлехи канашлу иртрӗ. Унта Элкел районӗпе ТР ЧНКА делегацийӗсем тӗл пулса тумалли ӗçсене сӳтсе яврӗç.

Пӗлтӗртенпе Сиктӗрмери Уяв лапамӗнче чылай çӗнӗ япала тунă. Кунта çемьепе килсе канма условисем пур. Сиктӗрмене туризм центрне çавăрас тӗллевсем майӗпен пурнăçа кӗрсе пыраççӗ. 
Уявăн программи кăçал пӗлтӗрхи пекех анлă пулать, вăл 10.00 сехетре пуçланса 16.00 сехетченех пырӗ. Уйрăмлăхсен шутӗнче кăçал ача-пăча пултарулăхӗн конкурсне, çамрăксен пултарулăх фестивальне кӗртнӗ. Тăраниччен юрласа ташлас текенсемшӗн «уçă микрофонлă» сцена та хатӗрлеççӗ. 
Ку эрнере Уява йӗркелекенсем Тутарстанри тата Раççейри чăваш фольклор ансамблӗсене, хăнасене йыхравсем яма пуçлаççӗ. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев