Укçа параççӗ-тӗк, кăшт улталасан та юрать тенӗ...
Балтаси районӗнчи 21-ти хӗрарăм ялти çамрăк аннесене пӗрремӗш ачашăн парăнакан 50 пин тенке улталаса илнӗ.
Шăпах çапла шутланă-тăр Балтаси районӗнчи 21-ти хӗрарăм. Вăл ялти çамрăк аннесене пӗрремӗш ачашăн пӗр хутчен парăнакан 50 пин тенке улталаса илнине хыпарлать «Татар-инфрм» ИА. Хӗрарăм документсене пуçтарнă та кирлӗ çӗре кайса панă. Кăштахран 50 пин тенкӗ пособие илнӗ. Малалла та ним пулман пекех пурăнатчӗ пуль, енчен те ултавӗ çиеле тухман пулсан. Тӗрӗссипе, ку ачи унăн пӗрремӗш мар иккен. Аслине пӗлтӗр ача çуратмалли çуртрах пăрахса хăварнă вăл. Чăн та, кун çинчен никам та пӗлмест тенӗ ахăр.
Халӗ ултавшăн хӗрарăмăн ултавшăн закон умӗнче явап тытма тивет. Ун енӗпе «шулӗкле ӗç» статьяпа уголовнăй ӗç пуçарнă. 21-ри анне хăй айӗпӗнчен тунмасть, патшалăх укçине те пӗр пус юлмиччен тавăрса панă. Хӗрарăмăн пӗчӗк ачи пуррине тата хăй айăпне йышăнса ӳкӗннине шута илсе суд ăна 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме приговор йышăннă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев