Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Укçа-тенке вăрра ан пар

«Банк секторӗнчи финанс ултавçисене хирӗç Тутарстан Республикинче тăвакан ӗçсем» темăпа иртрӗ ТР Министрсен Кабинетӗнчи ытларикунхи брифинг. ТР Наци банкӗн управляющийӗ Марат Дамирович Шарифуллин, ТР ӗç, ӗçлӗх, социаллă хӳтлӗх министрӗн çумӗ Наталья Владимировна Бутаева, ТР ШӖМ Уголовлă шырав управленийӗн ултавлăха уçăмлатассипе ӗçлекен уйрăмăн пуçлăх çумӗ Рафаэль Салехович Мусаев тата ТР Прокуратурин дознани производствипе оперативлă шырав надзорӗ енӗпе уйрăмăн прокурорӗ Булат Галимуллин республикăри лару-тăру çинчен каласа пачӗç, ултавçăсенчен хӳтӗленмелли мелсене уçса пачӗç, журналистсен ыйтăвӗсене хуравларӗç.

Тутарстанра киберпреступность пысăк хăвăртлăхпа ӳснине пытармарӗç спикерсем. Вăтамран илсен куллен республикăра пурăнакан 50 çынна дистанци мелӗпе çаратаççӗ – тар тăкса тунă укçине кăна мар, кредитсем илме вӗшкӗртсе пысăк парăма кӗртеççӗ. Шар курнă çын тӳрех полицие евитлесен сӗмсӗр ултавçăсене тытни те пулнă, анчах кунта çакна та асăрхарӗç – час-часах ултавçăсем пӗччен ӗçлемеççӗ, чăннипе пысăк ултавçисем час-часах чикӗ леш енче рехетленсе пурăнаççӗ, йӗркеллӗ граждансен укçине вӗсем патне çитерме пулăшаканнисем вара курьерсем, дропперсем*, кураторсем. 

Явапӗ кашнине пӗр пек

Çӳллӗ технологисем вăйлă аталаннă саманара ултавçăсем те прогресран юлмаççӗ. Енчен те çулталăк-икӗ çул каялла тӗпрен илсен телефонпа шăнкăравласа çынна укçа пама ӗнентернӗ пулсан, халь çын ячӗпе кредит илес тӗллевпе Госуслуги çине тухма тăрăшаççӗ, социаллă сетьсемпе анлă усă курса çынна шăнкăравласа «спектакль выляса» кăтартаççӗ.  Укçа илме килекен курьер та кӗçех историре юлӗ, ун вырăнне халь дропперсем йышăнаççӗ. Дропперсем икӗ тӗрлӗ пулаççӗ:  пӗрисем усал ӗç пулнине пӗлсе тăрса закона пăхăнмасăр йӗркене  пăсаççӗ;  теприсем ултавçăпа çыхланнине ăнкарса илеймесӗрех вăрăсене пулăшаççӗ. Анчах закон хуралӗнче тăракансем тытса чарсан пӗрремӗшсене те, иккӗмӗшсене те пӗр пекех явап тыттараççӗ. Ку çеç те мар, дропперсен даннăйӗсене Наци банкӗн базинче упраççӗ. Вӗсене ӳлӗм банк карттине уçма ирӗк памаççӗ (каласа хăварни вырăнлă – дроппер миçе çулта пулни законшăн пӗлтерӗшлӗ мар).  Ӳлӗм банк шучӗсемпе усă курма ирӗк памаççӗ, вӗсен шучӗ çине укçа куçарас текенсене банк тăхтама ыйтса икӗ кунлăх куçарăва тытса чарать. Социаллă тӳлевсем пулсан та банка паспортпа кайса илме тивет.

Пуçне минретнӗ çын шăпах вӗсен картти çине куçарать укçине. Банк карттисене вара 14 çул тултарнисем те илме пултараççӗ. 3-5 пин тенкӗлле пӗр-пӗр студентăн е шкул ачин карттине туянаççӗ те усал ӗç тума усă кураççӗ. Вăтамран илсен дропперсем 17-19 çулсенче. Чылай чухне йӗркеллӗ, укçа ӗçлесе илес текенсене илӗртсе «хура ӗç» тутараççӗ. Калăпăр, лотерея администраторӗ пулма ӗçе илеççӗ имӗш,  полицие вăрăсене тытма пулăшма чӗнеççӗ. Банк менеджерӗн пулăшуçи пулма сӗнекенсем те пур. Тӗрӗссипе каласан çаксем пурте ултавçăсен сереписем. Енчен те шар курнă çын полицие евит тусан закон хуралçисем дропперсем çине çăмăллăнах тухаççӗ. Картта çине куçарнă укçана çынна тавăрса пама тивет (паллă ӗнтӗ, укçана унăн картти çинчен тахçанах малалла куçарнă). 

Пӗлмен çынпа ан калаç

Телефонпа шăнкăравлакан ултавçăсемпе сăмах вакламалла мар теççӗ спикерсем, енчен те шăнкăрава тытса ӗлкӗреймесен, палламан номерпе шăнкăравламалла мар. Енчен те картта çинчен укçа çухалнине сиссен чи малтанах ăна блок лартмалла, иккӗмӗш утăм – банка шăнкăравласа пӗлтермелле, çакăн хыççăн полицие заявлени çырмалла. 

Ултавçăсем йăнăшпа укçа куçарни çинчен шăнкăравланă тӗслӗхсем те тăтăш. Кун пек чух мӗн тумалла? «Сирӗн банкран» чăнах та укçа куçарчӗç тесе смс килнӗ-çке, шанса шăнкăравлакан çынна тавăрса пама васкамалла? Çын чăнах та йăнăшнă-тăк, ку операцие сирӗншӗн банк пурнăçлӗ тет Шаймарданов. Çавăнпа банка шăнкăравласа кам укçа куçарнă çавна тавăрса пама ыйтмалла. Чи малтан карттăна тӗрӗслемелле – чăнах та укçа куçарнă-и.   

Пенсирисем ытларах улталанаççӗ

2024 çулăн 9 уйăхӗнче республикăра информаци технологийӗсемпе çыхăннă йӗркене пăснин 25395 тӗслӗхне регистрациленӗ. Пӗлтӗр çак вăхăтрипе танлаштарсан 44,8 процент ытларах пулать ку. Çав вăхăтрах йӗрке пăснисене уçăмлатасси самай чакнă: пӗлтӗр 22,8 процент пулнă-тăк, кăçал 16,3 процент çеç. 

Рафаэль Мусаев «Госуслуги» аккаунчӗсене тăтăш тапăнни çинчен каласа пачӗ. Аферистсем госуслугинчи даннăйсене алла илсе  кредитсем, микрозаймсем илеççӗ. Шел те, час-часах çынни хăйех парать: е телефон симкин срокӗ тухать тесе пӗлтереççӗ, срокне ӳстерме паспорт е СНИЛС номерӗсем кирлӗ, имӗш. Компьютерти информаципе усă курса тунă преступленисенчен 2024 çулхи 9 уйăхра 7984 (2023 çулта 9 уйăхра 1232) пулăма регистрациленӗ. 

Ултавçăсенчен хур куракансем чылай чухне пенси çулне çитнисем. Çавăнпа Наталья Бутаева социаллă хӳтӗлев уйрăмӗсен ӗçӗ çинчен каласа пани, ватăсене асăрхаттарни вырăнлă. Ултавçăсем социаллă пулăшу парассипе илӗртсе ватăсен даннăйӗсене илеççӗ. Социаллă хӳтӗлев паракан пулăшăва илме çыннăн заявлени çырмалли çинчен каласа пачӗ вăл. Енчен те çынна хыпарламалли пур-тăк, малтанах хăй кăтартнă мелпе (е телефонпа, е электронлă почтăпа, е СМСпа) çеç çыхăнать. Çавăн пекех çыннăн тăванӗсем, кӳршисем ыйтнине  нотариус çирӗплетнӗ доверенность пулмасан социаллă хӳтӗлев органӗсем тивӗçтермеççӗ. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.  

Сăнӳкерчӗк  prav.tatarstan.ru сайтран.

*Дропперсем (от английского drop — бросать, капать) — банк картти çинчен ултавлă схемăпа укçа куçаракансем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: безопасность 2024 – Год научно-технологического развития в Татарстане