Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Укçашăн мар, чун ыйтнипе пулăшакансем

Раççей Президенчӗ Владимир Путин 2017 çулта ноябрӗн 27-мӗшӗнче алă пуснă указпа килӗшӳллӗн паян, декабрӗн 5-мӗшӗнче Раççейре волонтер кунне паллă тăватпăр.

Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов хăйӗн телеграмм-каналӗнче волонтерсене саламласа видео кăларнă.

«Кашни кун чунпа сӳрӗк маррисем ырă ӗçӗсемпе пулăшу кирлӗ çынсене тӗрев параççӗ», – тесе çырнă Рустам Нургалиевич.

Çӗршывӗпе волонтер организацийӗсен шучӗ кунсерен ӳссе пырать. Вӗсем ятарлă çар операцине хутшăнакансен валли, Раççейӗн çӗнӗ регионӗсене пулăшу ярсах тăраççӗ, СВОри салтаксен çемьисене те тимлӗхсӗр хăвармаççӗ.

Волонтерсене эпир те уяв ячӗпе саламлатпăр, малашне те пысăк ӗçсем тума вăй-халăр ан иксӗлтӗр. Эсир тăвакан ырă ӗçсем вара хушăнса хăвăрах таврăнччăр. Малашне те ӗçӗрсем ăнса  пыччăр.

 

Волонтер пулас тесен мӗн тумалла-ши?

1.Малтанласа эсир хӑш сферӑра пулӑшасшӑнне палӑртмалла. Ватӑ çынсене пулӑшасси, е чӗрчунсемпе приютра ӗçлесси. Тен, эсир урăх регионра ирттерекен мероприятие хутшăнса пулăшассăн.

2. Волонтерсен юхăмне суйласа илсе заявка ямалла. Кашни ен валли хӑйӗн волонтер организацийӗ пур. Чи пысӑккисене заявка онлайн мелпе яма май пур. Кандидатӑн çирӗп сывлӑх, чӑтӑмлӑх, психика енчен те çирӗп пулмалла.

3. Малтанах ку ӗçе мӗн чухлӗ вăхăт уйăрма пултарнине палăртмалла.

4. Кун хыççăн вӗренӳ иртмелле.

 

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗксем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: волонтер