Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

УЛЬЯНОВСК ЧĂВАШӖСЕМ ОЛЬГА ВАСИЛЬЕВĂПА ТӖЛ ПУЛЧӖÇ

«Чӗмпӗр кӗнеки – 2022» Пӗтӗм Раççейри XX курав-ярмăрккин пӗр кунне чăваш кӗнекине халалланă

Чăваш кӗнеке издательстви иртнӗ уйăхра Ульяновскра иртнӗ «Чӗмпӗр кӗнеки – 2022» Пӗтӗм Раççейри XX курав-ярмăрккине хутшăнчӗ. Кăçал ăна кунти Кӗнеке керменӗ – Ульяновск облаçӗн В.И.Ленин ячӗллӗ наука библиотеки – уçăлнăранпа 175 çул çитнине халалланă. 

10 куна пыракан ярмăркка-куравăн пӗр кунне йӗркелӳçӗсем чăваш кӗнеки валли уйăрчӗç. Çак кун кăмăл пуррисем чăваш кӗнекисемпе паллашма, туянма пултарчӗç. Вулакансене ытларах таврапӗлӳпе илемлӗ литература илӗртрӗ, ачасем валли хатӗрленӗ сăрламалли кӗнекесем, юмахсемпе нумай пӗлме пулăшакан кăларăмсем те тимлӗхсӗр юлмарӗç. 

 

Ярмăркка-курав вăхăтӗнче Ульяновск облаçӗн С.Т.Аксаков ячӗллӗ ача-пăчапа çамрăксен библиотекинче çамрăк вулакансем Ольга Федорова (Васильева) çыравçăпа, Чăваш кӗнеке издательствин ертӳçӗ-редакторӗпе, куçару­çă­па тата журналистпа тӗл пулчӗç. Тӗлпулăва Ульяновск­ри 2-мӗш гимназире 3-мӗш «А» класра вӗренекенсем тата Ульяновск çӗрӗнче пурăнакан чăваш çыравçисем – Валентина Тарават, Николай Ларионов тата Алена Аксупи – хут­шăнчӗç. 

Ольга Леонидовна пухăннисене хăйӗн пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ çинчен каласа пачӗ, куракансен ыйтăвӗсем çине хуравларӗ. Ачасене çыравçă миçе кӗнеке кăларни, миçе çулта çырма пуçлани, сăвăсемпе юптарусем  çырнипе çырманни, çывăх çыннисем пулăшни, тӗрев пани интереслентерчӗ. Ольга Леонидовна хăй 15 çулта чухне çырма пуçлани пирки каласа пачӗ. Унăн тӗрлӗ çулти ачасем валли темиçе кӗнеке тухнă. Сăвăсемпе юптарусем вулама юратать, анчах та хăй çырмасть-мӗн. Çемйи тӗрев пани ăна пурнăçра та, пултарулăхра та çав тери пулăшать. Çыравçă хăйӗн амăшне уйрăмах ăшă сăмахсемпе аса илчӗ: «Анне мана шанни, пулăшни нумай çитӗнӳ тума хавхалантарчӗ, çавăнпах эпӗ литературăра хамăн хӗр чухнехи хушаматпа – Василье­вăпа – усă куратăп», – терӗ Ольга. 

Ачасем те парăмра юлмарӗç – хăнасене тутарла, мордвалла тата чăвашла саламларӗç. Унтан хăнана килнӗ çыравçăпа пӗрле унăн «Шупашкарпа паллашар» кӗнекинчи заданисене пурнăçларӗç. 

 

Дарья МОРОЗОВА. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев