Ульяновск облаçӗнче инкеке лекнӗ поезд пассажирӗсене компенсаци параççӗ
Ноябрӗн 23-мӗшӗнче Ульяновск облаçӗнчи Чартаклă патӗнчи «Бряндино-Тиинск» перегонра пушă вакунсемлӗ локомотив мӗншӗн пассажир поезчӗ иртмелли çул çинче тăнин чăн сăлтавӗ 30 кунран паллă пулать. Уголовнăй ӗçе транспорт прокуратури хăй тимлӗхе илнӗ.
«Адлер-Пермь» пассажир поезчӗ тепловоз çине çитсе тăрăннин сăлтавӗсенчен пӗри çул пушшине система йăнăш пӗлтерни, çакна дежурнăй вăхăтра сиссе ӗлкӗрейменни пулма пултарнине хыпарлать 73online. ru сайт. Аса илтеретпӗр, кăнтăртан килекен пассажир поездӗнче пурӗ 396 çын, вӗсенчен 94 ача пулнă. Телее, инкекре никам та вилмен. Çӳлти сентресем çинчен ӳкнӗ 26 çынна кăна медицина пулăшăвӗ кирлӗ пулнă, вӗсем те хытах аманман, отпускран киле васканипе вӗсенчен никам та больницăна кайма килӗшмен.
Машинистсемпе станцин дежурнăйне медицина тӗрӗслевӗ те ирттернӗ. Дежурнăйпа танлаштарсан, машинистсен юнӗнче алкоголь тупман. Хӗрарăм вара ӗçнине хăй те тунман, ун юнӗнче чăнах та 0,352 мг/л акоголь пурри палăрнă. Апла-и, капла-и инкекӗн чăн сăлтавӗ 30 кунран кăна паллă пулать-ха, шăпах çавăн чухлӗ вăхăт кирлӗ иккен тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗсем валли.
«Адлер-Пермь» пассажир поезчӗ тепӗр 4 сехетрен, вакунсене тепӗр локомотив çаклатсан, çула тухнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, пассажирсем пурте вырăна çитнӗ. Пассажирсем каланă тăрăх, вӗсене Пӗкӗлмере сухпаек та валеçсе панă.
«РЖД» компани çакăн пек лару-тăру пулса тухнăшăн пассажирсенчен каçару ыйтнă. Пурне те компенсаци, 7000-шер балл «РЖД Бонус» пама, шар курнисене 12000-шер бонуссăр пуçне тата сиплев расхучӗсене саплаштарма шантарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев