Ульяновскри çар ветеранӗсем ачасем патӗнче хăнара пулчӗç
Çӗнӗ хыпарсем

Ульяновскри çар ветеранӗсем ачасем патӗнче хăнара пулчӗç

«Рубеж» çар ветеранӗсен регионсен хушшинчи обществăлла организацийӗн тата Ульяновскри «Ниме» Чăваш наципе культура центрӗн представителӗсем июнӗн 1-мӗшӗнче Ульяновск хулинчи «Алые паруса» ача-пăча центрӗнче хăнара пулнине пӗлтерет ентешӗмӗр, «Рубеж» организацин регионти уйрăмӗн ертӳçи Владимир Ярухин.

Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна хальхинче йӗркелӳçӗсем Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланăран тӗп вырăнта халăхсен культури пулнă. Программăра: матрешкăсене ӳкерсе илемлетессипе мастер-классем, наци ташшисемпе сăввисем, Раççей халăхӗсен наци апачӗн дегустацийӗ тата тӗрлӗ халăх культурипе паллаштаракан станцисемлӗ квест.

Çар ветеранӗсемпе Ульяновск тăрăхӗн чăвашӗсем те ачасемпе пӗрле чăваш наци тумӗн вăрттăнлăхӗсемпе паллашнă, апат-çимӗçне тутаннă кăна мар, пӗрле спорт вăййисене те вылянă. (В.Ярухин сăнӳкерчӗкӗсем).


Чувашии России

Нет комментариев