Ҫулсем пӑрлӑ, юр хӗвет, асӑрхануллӑ пулӑр
ТР Шалти ӗҫсен министерствин Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫанталӑк условийӗсем япӑхланни ҫинчен пӗлтерет
Ноябрӗн 23-мӗшӗнче Тутарстан Республикин территорийӗнче сывлӑш температури -7 градуса ҫитет, вырӑнӗ-вырӑнӗпе йӗпе юр ҫӑвать, тӑман тустарать, вӑйлӑ пӑрлак пулать. Ҫил хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 20 метра ҫитет.
Йывӑр метеорологи лару-тӑрӑвӗнче транспорт хатӗрӗсен водителӗсем ҫулпа пыма юранӑ чи пысӑк хӑвӑртлӑха суйласа илмелле мар, хӑрушсӑрлӑхлӑ хӑвӑртлӑхпа пымалла.
Хирӗҫ пыракан транспорт ҫулӗ ҫине тухса хӑрушӑ маневрсем тӑвассинчен, теветкеллӗ вырӑнсенче пӗр-пӗринчен иртсе каяссинчен тытӑнса тӑмалла.
Водителӗн те хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑнмалла, пассажирӑн та.
ТР Шалти ӗҫсен министерствин Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫулпа ҫӳрес йӗркесене юрлӑ-пӑрлӑ вӑхӑтра ҫирӗп пӑхӑнасса шанса тӑрать, ҫулпа ҫӳрекенсене питӗ тимлӗ тата асӑрхӑнуллӑ пулма ыйтать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев