Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Улшӑнса тӑракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк

Шӑп ҫакӑн пек сӑмахсемпе Чӑваш рӑдиовӗн дикторӗсем пире ӗлӗк кунсерен ҫанталӑк ҫинчен пӗлтеретчӗҫ. 

Тутарстан Республикин Гидрометеорологипе тавралӑхри ҫанталӑка тӗрӗслекен управленин информацийӗ тӑрӑх, июлӗн 9- мӗшӗнче ирхине тата кӑнтӑрла республикӑра тата Хусанта вӑйлӑ кӑнтӑр ҫилӗ пулать. Унӑн вӑйӗ ҫеккунта 15-20 метра хӑвӑртланӗ. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе аслачиллӗ ҫумӑрпа пӑр ҫунине кӗтеҫҫӗ синоптиксем. 

МЧС асӑрхаттарнӑ тӑрӑх, вӑйлӑ ҫил вӑхӑтӗнче электропралуксем, йывӑҫсем, реклама щичӗсем айӗнче хӳтлӗх шырамалла мар. Пӑр ҫунӑ чухне килен тухмасан лайӑхрах, электроприборсене сӳнтермелле.

Пӑр ҫунӑ вӑхӑтра ҫул ҫинче машинӑпа паракансен те асӑрхануллӑ пулмалла. Хӑвӑртлӑха чакармалла, сасартӑк чарӑнмалла мар. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев