Ҫулталӑк хушшинче ҫӗнӗ ача сачӗ ӳссе ларнӑ
Строительство валли Тутарстан бюджетӗнчен укҫа уйӑрнӑ
Рустам Минниханов Усады ялӗнчи ҫӗнӗ ача садне курма килнӗ.
Лайӑш районӗнче ӗҫӗсемпе ҫӳренӗ чухне Тутарстан Президенчӗ Усады ялӗнче вырнаҫнӑ «Южный Парк» микрорайонра "Ӑслӑ ачасем" ача садне те ҫитнӗ.
Садик ҫуртне 2019 ҫулхи ноябрьте тума тытӑннӑ, 2020 ҫулхи август уйӑхӗнче ӗҫсем вӗҫленнӗ. Строительство валли Тутарстан бюджетӗнчен укҫа уйӑрнӑ.
"Ӑслӑ ачасем" ача сачӗ 260 воспитанник шӑнӑҫтараять. Ку вӑл тӗрлӗ ӳсӗмри 14 ушкӑн: ултӑ ушкӑн – ҫулталӑк ҫурӑран пуҫласа виҫӗ ҫула ҫитиччен, виҫӗ ҫултан пуҫласа ҫичӗ ҫула ҫитиччен – ҫичӗ ушкӑн тата тӗрлӗ ҫулти пӗр ушкӑн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев