Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа аварисен шучӗ ӳснӗ
Аварине лекнӗ пӗчӗк ачасем автокреслосене пула сывӑ юлнӑ. Ҫакӑн ҫинчен республикӑри Патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтерет
Январӗн 5-мӗшӗнче Хусан-Шемордан автоҫулӑн 57-мӗш километрӗнче "Ренопа" пыракан хӗрарӑм кат айккине вӗҫет. Авари самантӗнче автора икӗ пӗчӗк ача – пӗри улттӑра, тепри ҫулталӑкра – автокреслосенче ларнӑ пулнӑ. Ҫакӑ пӗчӗк пассажирсен пурнӑҫӗсене хӑтарнӑ.
Ҫак кунах Чистай-Аксу-Нурлат автоҫулӑн 49-мӗш километрӗнче "Шевроле" водителӗ "Тойотӑпа" ҫапӑннӑ.
"Шевролере" ларса пынӑ аварире вилет, тата виҫӗ ҫын, ҫав шутра 8 ҫулхи ача та аманаҫҫӗ. Палӑртса хӑвармалла, ку чухне ача автокреслора ларман.
Иртнӗ ҫулта Тутарстанра аварисенче 9 ача вилнӗ, вӗсенчен 8-шне машинасенче кирлӗ пек лартса пыман. 2021 ҫулхи пилӗк кунра кӑна Тутарстанра пулса иртнӗ 9 аварире 12 ача-пассажир хур тӳснӗ.
Патшалӑх автоинспекцийӗ ачасене ятарлӑ автокреслосенче лартса ҫӳреме хистет, ҫакӑ пӗчӗккисене травмӑсенсен сыхласа хӑварма пултарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев