Ултавçăсене 830 000 тенкӗ ытла куçарнă
Анат Кама районӗнчи полици уйрăмне заявлени çырма 2000 çулта çуралнă хӗрача пынă. Мессенджерсенчен пӗринче ăна бухгалтертан ӗç укçи улшăнать тесе хыпар килнӗ имӗш, унăн ярса панă ссылкăпа кӗрсе çакна çирӗплетмелле çеç.
«Госуслуги» портала хăйӗн даннăйӗсемпе кӗрсен унăн харпăр кабинете урăх хуларан мошенниксем кӗнине ăнланса илнӗ. Каярах хӗрачапа Росфинмониторинг ӗçченӗсем çыхăнннă, ун ячӗпе банкра счет уçнине, унти укçана Раççей тулашне куçарма хăтланинне пӗлтернӗ. Ултавçăсем хушнипе вăл темиçе банк картти çинчен укçа илсе ултавçăсен шучӗсем çине куçарнă. Çавна пула заявлени çыракан 834 780 тенкӗ çухатнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев